Пур хыпар та
Новости
25 Декабрӗн 2019, 11:50

Çулталăк хушшинче 12 кĕпер хăпартнă тата 28-не юсанă

Пушкăртстанра 2019 çул хушшинче 12 çĕнĕ кĕпер хăпартнă тата 28-не юсанă. Çак хыпара Правительствăри оперативлă ларура Патшалăх транспорчĕн ертÿçи Тимур Мухаметьянов пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра 2019 çул хушшинче 12 çĕнĕ кĕпер хăпартнă тата 28-не юсанă. Çак хыпара Правительствăри оперативлă ларура Патшалăх транспорчĕн ертÿçи Тимур Мухаметьянов пĕлтернĕ. Унсăр пуçне регионта 45 çухрăм çĕнĕ çул сарнă‚ 2 пин ытла çухрăм çула юсанă. Ведомство 189 кĕперпе путепроводсене юсама татах заявкăсем хатĕрленĕ. Çĕнĕ программăпа килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрекен ĕç проблемăсене кĕске вăхăтра татса пама пулăшĕ.
2020 çулхине пурнăçламалли пысăк Ĕпхÿ проекчĕсем: Воровской тата Интернациональная урамĕсен хупăлчисенчи (створы) кĕперсене хăпартĕç‚ С.Юлаев ячĕллĕ проспектпа З. Валиди урамĕ пĕрлешнĕ çĕрте путепровода çĕнетĕç. Январь уйăхĕн 20-мĕшĕнчен Хĕвелтухăç енне каймалли вырăнта строительствăпа монтаж ĕçĕсем пуçланĕç. Çавăн пекех çĕнĕ çулта Нагаевăра та путепровод хăпартĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас