Пур хыпар та
Новости
26 Декабрӗн 2019, 11:30

Владимир Путин Оборона министерствин коллеги ларăвне хутшăннă

Çĕршыв пуçлăхĕ Оборона министерствин коллеги ларăвне хутшăннă. Канашлура Хĕç-пăшаллă вăйсен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, çар тытăмне аталантармалли тата ведомствăн çитес çулхи тĕп тĕллевĕсене палăртнă.

Çĕршыв пуçлăхĕ Оборона министерствин коллеги ларăвне хутшăннă. Канашлура Хĕç-пăшаллă вăйсен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, çар тытăмне аталантармалли тата ведомствăн çитес çулхи тĕп тĕллевĕсене палăртнă.
Оборона министерствин çулсерен иртекен анлă ларăвне РФ Хăрушсăрлăх Канашĕн членĕсене, Правительствăпа Федераллă Пухăвăн ертÿçисене, çар округĕсен, хĕç-пăшаллă вăйсен пĕрлешĕвĕсемпе çыхăнăвĕсен пуçлăхĕсене йыхравланă.
Лару вĕçленнĕ хыççăн Владимир Путин Çурçĕр флотне, инçет авиацин командованине тата 104-мĕш гварди десантпа штурм полкне патшалăх наградисемпе чысланă. Çĕршывăн оборона пултарулăхне вăйлатас ĕçе тÿпе хывнăшăн, çарсен çапăçу хатĕрлĕхĕн кăтартăвĕсем пысăк шайра пулнăшăн, вĕрентÿ тата çар тĕллевĕсене пурнăçланă май хăюлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ ялавлă Çурçĕр флотне Ушаков орденĕпе, инçет авиацийĕн командованине Суворов орденĕпе, 104-мĕн гварди Хĕрлĕ ялавлă десантпа штурм полкне Кутузов орденĕпе наградăланă.
Оборона управленийĕн наци центрĕнче пулнă май, Президент çар округĕсен тата Çурçĕр флочĕн командующийĕсемпе тĕл пулнă.
Лару пуçланиччен Президент пысăк малашлăхлă шутланакан çар техникин тĕслĕхĕсемпе паллашнă.
В. Путин хăй сăмахĕнче Оборона управленийĕн наци центрĕ йĕркеленнĕренпе пилĕк çул çитнине, çак вăхăт хушшинче вăл çарпа флота ертсе пыракан тухăçлă звенона çаврăннине пĕлтернĕ
Читайте нас