Пур хыпар та
Новости
27 Декабрӗн 2019, 11:30

Авăркас районĕнче пĕрремĕш модульлĕ ФАП уçнă

Степановка ялĕнче пĕрремĕш модульлĕ фельдшерпа акушер пунктне хута янă. Малашне çĕнĕ сывлăх сыхлав çурчĕ пилĕк ял çыннисене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ: Александровка‚ Марьяновка‚ Назмутдиновка‚ Добровольное тата Терешкова. Вĕсенче 1 пине яхăн çын пурăнать‚ çав шутра 167 ача.

Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ модульлĕ ФАПа паянхи кун ыйтакан требованисене тата санитари йĕркисене пăхăнса хăпартнă. Ăна сивĕ тата ăшă шывпа‚ электричествăпа ĕçлекен ăшăтмалли хатĕрсемпе тата вентиляципе тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне унта кирлĕ медицина инструменчĕсемпе оборудованисем те çителĕклĕ. Апла пулсан‚ фельдершпа акушер‚ районти тĕп больницăнран килсе çÿрекен тухтăрсен ушкăнĕ пациентсене тивĕçлĕ пулăшу пама пултарĕç. ФАП фельдшер кабинетĕнчен‚ тĕрĕслевпе процедура пÿлĕмĕсенчен‚ пациентсен кĕтмелли вырăнран‚ хуçалăх блокĕпе санузелран тăрать. Пĕтĕмĕшле халăха медицина пулăшăвĕ пама‚ çав шутрах сусăр çынсене те‚ кирлĕ хăтлă условисем йĕркеленĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас