Пур хыпар та
Новости
27 Декабрӗн 2019, 16:50

Нумай ачаллă 50 анне «Ача амăшĕн мухтавĕ» медале тивĕçнĕ

Çĕнĕ çул ÿмĕн Пушкăртстанри нумай ачаллă 50 аннене патшалăх награди парса чысланă. Вĕсем «Ача амашĕн мухтавĕ» медале тивĕçнĕ.

Çĕнĕ çул ÿмĕн Пушкăртстанри нумай ачаллă 50 аннене патшалăх награди парса чысланă. Вĕсем «Ача амашĕн мухтавĕ» медале тивĕçнĕ.
Награда çумне укçан преми те параççĕ. Унăн виçи 8пин те 700 тенкĕпе (унран налук тытса юлаççĕ) танлашать. Асăннă медале 1998 çулта çирĕплетнĕ. Çак вăхăт хушшинче унпа 8 пин ытла нумай ачаллă аннене чысланă. Кăçалхи çул ăна 300 хĕрарăм тивĕçнĕ. Пурĕ вара республикăра 46 пин ытла нумай ачаллă анне шутланать.
Патшалăх наградине кил-çурт ăшши тăвакан хĕрарăмсене ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ Ленара Иванова савăнăçлă ларура панă.
- Нумай ачаллă çемьесемсĕр республика хăвăрт та куçăмлă аталанаймĕ. Пушкăртстан Правительстви шайĕнче тăтăшах çемьесене пулăшассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яватпăр. Уйрăмах нумай ачалла çемьесем пирки. Эпир сирĕнпе тĕл пулса калаçма, вăл е ку ыйтăва пăхса тухма, май пур таран пулăшма яланах хатĕр, - тенĕ вице-премьер.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас