Ĕпхÿ хулинче Пушкăртстанри муниципалитетсем валли федераллă укçа-тенкĕрен туяннă автобуссене парас церемони иртнĕ. Вăтăр çичĕ машинăн уççине савăнăçлă лару-тăрура Пушкăртстан Правительствин вице-премьерĕ Фанур Ягафаров панă. Вăл çак автобуссем тата пин ачана шкулсене çитерме пултарнине пĕлтернĕ.
ПР Вĕрентÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ автобуссемпе 21 муниципалитета (Баймак‚ Белокатай‚ Белорецк‚ Благовар‚ Бурзян‚ Гафури‚ Дюртюли‚ Иглин‚ Ишимбай‚ Калтасă‚ Караидель‚ Кармаскалă‚ Кигин‚ Кушнаренково‚ Татăшлă‚ Туймазă‚ Ĕпхÿ‚ Хайбулла районĕсене Нефтекамскпа Салават тата Ĕпхÿ хулисене) тивĕçтернĕ. Çавăн пекех Ĕпхÿри хăлха илтменнисем вĕренекен коррекциллĕ интернат-шкула‚ Г. Альмухаметов ячĕллĕ республикăри интернат-гимназине‚ Илиш районĕнчи сывлăх енчен çитменлĕхсем пур ачасен коррекциллĕ интернат-шкула та çĕнĕ автобуссем çитнĕ. Çав шутра - ПАЗ маркăллă 28 автобус‚ икĕ ГАЗ-вездеход‚ ултă ГАЗ Next‚ пĕр КАВЗ. Çĕнĕ автобуссене ГЛОНАСС спутник навигацийĕпе тата тахографсемпе тивĕçтернĕ.
Пĕтĕмпе 2019 çулта республика 143 автобус туяннă. Паянхи кун Пушкăртстанра 2749 хула-ялтан 872 шкулти 41951 вĕренекене 1436 автобус вĕрентÿ учрежденисене илсе çитерет.