Пушкăртстанра декабрь уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа алкоголь шĕвекĕсене Çĕнĕ çул уявĕсем вăхăтĕнче сутма чарасси пирки калакан саккун пурнăçа кĕнĕ.
- Çĕнĕ çул уявĕсем вăхатĕнче эрех-сăра сутас йĕркене иртнĕ çулсенчи криминаллă тата медицина статистикине шута илсе çирĕплетнĕ,- тенĕ ПР Патшалăх Пухăвĕ-Курултайĕн председателĕ Константин Толкачев. - Лару-тăрăва хак панă май, эпир çакна куртăмăр – алкоголь напитокĕпе наркăмăшланасси ытларах чухне январь уйăхĕн 3-мĕшĕпе тÿр килет. Кунта сурогатлă продукци пирки çеç сăмах пымасть, «симĕс çĕленпе» виçесĕр усă курнине те шута илмелле. Çавăнпа январь уйăхĕн 3-мĕшĕнче алкоголь напитăкĕсенче лавккасенче сутма чарнă. Статистикăри кăтартусем тăрăх, виççĕмĕш число хыççăн «хĕрÿ» шĕвеке пула психос пуçланнă, çынсем хăйсем çине алă хунă тата харкашусенче вилнĕ тĕслĕхсем нумайланаççĕ. Çавăнпа та январь уйăхĕн 4-6-мĕшĕсенче алкоголь напитокĕсене лавккасенче 10 00 сехетрен пуçласа 14 сехетчен çеç сутĕç.
Çавăн пекех республика спикерĕ сурогатлă алкоголь шĕвекĕ туса кăларакан тата вĕсене сутакан вырăнсене тупса палăртас ĕçре депутатсене хастартарах пулма чĕнсе каланă.
- Патшалăх Пухăвĕн саккунсем пурнăçланнипе пурнăçланманнине тĕрĕслеме мĕнпур полномочисем пур. Пире Çĕнĕ çул уявĕсен кунĕсенче саккуна пăсса эрех-сăра сутасси уйрăмах нумайланма пултарасси шиклентерет. Çавăнпа депутатсем çакăн пек тĕслĕхсене тупса палăртас ĕçе хутшăнĕç,- тенĕ вăл.