Пур хыпар та
Новости
3 Кӑрлач 2020, 19:40

Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче 20 ача çуралнă.

2020 çулăн пĕрремĕш сехечĕсенче Пушкăртстанра çут тĕнчене 20 ача килнĕ: 11 арçын ача тата 9 хĕрача.

2020 çулăн пĕрремĕш сехечĕсенче Пушкăртстанра çут тĕнчене 20 ача килнĕ: 11 арçын ача тата 9 хĕрача.
Çĕнĕ çулти пĕрремĕш ача Ĕпхÿри республика перинаталлĕ центрĕнче 00.01 сехетре çуралнă. Вăл хĕрача пулнă. Çакăн çинчен ПР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-секретарĕ Светлана Кускарбекова пĕлтернĕ.
Çавăн пекех январь уйăхĕн малтанхи кунĕнче пĕрремĕш йĕкĕрешсем çурални те пулнă. 08 56 сехетре республикăри клиника больницинче икĕ арçын ача çут тĕнчене килĕ.
Тухтăрсем пĕлтернĕ тăрăх, çăмăлланнă аннесем пурте хăйсене лайăх туяççĕ. Иртнĕ çулхи çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче Пушкăртстанра 17 пепке (11 хĕрачапа 6 арçын ача) çуралнă. Çак кун чи нумай ача çут тĕнчене килнине 2015 çулта шута илнĕ. Ирхи ултă сехетчен 29 пепке хăйсен сассине панă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас