Хисеплĕ туссем! Январь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Пушкăртстана Константин Евруковпа чăваш эстрада юрăçисем килсе çитĕç. Çĕнĕ 2020 çул ташă-юрăран пуçланать. Апла пулсан, кăçалхи çул савăнăçлă иртсе каясса шанас килет. Яланхи пекех вулакансене гастроль маршручĕпе паллаштаратпăр.
Январь уйăхĕн 16-мĕшĕ – Пишпÿлек ялĕ, Районти культура çурчĕ;
17-мĕшĕ – Пелепей хули, Тĕп Культура керменĕ;
18-мĕшĕ – Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕнчи культура çурчĕ;
19-мĕшĕ – Кармаскалă районĕ, Сихун ялĕнчи культура çурчĕ;
20-мĕшĕ – Авăркас районĕ, Треппел ялĕнчи культура çурчĕ;
21-мĕшĕ – Ишимбай районĕ, Йĕкенпуç ялĕнчи культура çурчĕ.
Концертсем 19. 00 сехетре пуçланаççĕ. Билетсене кассăсенче туянма пулать. Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр.