Новости
10 Января 2020, 07:10

Онкодиспансер хăпартма 186 млн тенкĕ нухрат уйăрса панă

Пушкăртстана Республикăри клиника онкологи диспансерне хăпартма 185 млн та 735 пин тенкĕлĕх федераллă субсиди уйăрса панă. Раççей Правительстви регионсем хушшинче сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене субсидисемпе тивĕçтернĕ.

Пушкăртстана Республикăри клиника онкологи диспансерне хăпартма 185 млн та 735 пин тенкĕлĕх федераллă субсиди уйăрса панă. Раççей Правительстви регионсем хушшинче сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене субсидисемпе тивĕçтернĕ.
Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев укçа-тенке уйăрнине «Сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ» патшалăх программи шайĕнче çирĕплетнĕ. Федераллă бюджет укçипе хирурги корпусĕ çумне хушма çурт хăпартĕç. Ăна кăçал хута яма палăртаççĕ.
Объектра юсав ĕçĕсем пынине палăртса хăвармалла. Çурт умне илемлĕ материалсемпе çавăрнă. Унсăр пуçне вырăнта вентиляципе пушар сÿнтермелли системăсене монтажлаççĕ. Коммуникаципе çыхăннă ĕçсем те йĕркипе пурнăçланаççĕ: шалта шыв ямалли системăна вырнаçтарнă‚ канализаци ирттернĕ‚ объекта çутăпа тивĕçтерме тытăннă‚ шывпа ăшă пăрăхĕсене хывассипе çыхăннă ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ.
Корпуса республика влаçĕсен указĕпе 2017 çулхи сентябрь уйăхĕнче хăпартма пуçланă. Çĕнĕ корпуса 2020 çулăн пĕрремĕш çурринче хута яма палăртаççĕ. Объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 1‚ 65 млрд тенкĕпе танлашать. Вĕсенчен 781 млн тенкине строительствăпа монтаж ĕçĕсене пурнăçланă çĕре янă‚ 741‚ 7 млн тенкĕлĕх оборудовани туяннă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас