Мускаври ют çĕршыв хутшăнăвĕсен институчĕн (МГИМО) пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Владимир Путин Казахстан миллиардерне, Узбекистанри Джизак облаçĕнче çуралса ÿснĕ Фаттах Шодиева Туслăх орденĕпе наградăланă. Çак ордена вăл культурăпа искусствăри пысăк çитĕнÿсем тунăшăн, нумай çул хушши тÿрĕ чунлă ĕçленĕшĕн тивĕçнĕ.
«Фаттах Каюмовича пысăк наградăна тивĕçнĕ ятпа пĕтĕм чунтан саламлатпăр!», - çыраççĕ публикацисенче. Фаттах Шодиев ERG (Евразилле ушкăн) тата IMR (international Mineral Resources) компанисен хуçисенчен пĕри (совладелец), Шодиев ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери фонд йĕркелÿçи, Мускаври ют çĕршыв хутшăнăвĕсен институчĕн попечительсен канашĕн членĕ, Университет Эндаументне йĕркелекенĕ, 1976 çулта МГИМО университетĕнче пĕтĕм тĕнчери право факультетĕнчен вĕренсе тухнă.