Пур хыпар та
Новости
10 Кӑрлач 2020, 13:50

Вăраха тăсăлнă уявсен пĕтĕмлетĕвĕсем

Пушкăртстан пуçлăхĕ Радий Хабиров вăраха тăсăлнă уявсен пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Ун шухăшĕпе‚ чи пĕлтерĕшли кунта пушарсемпе вилнисен шучĕ чакнинче.

Пушкăртстан пуçлăхĕ Радий Хабиров вăраха тăсăлнă уявсен пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Ун шухăшĕпе‚ чи пĕлтерĕшли кунта пушарсемпе вилнисен шучĕ чакнинче.
«Вăраха тăсăлакан уявсенче чи хăрушши - пушарсем. Январь уйăхĕн пĕрремĕш кунĕсенче вут-çулăма пула ялан çĕршер инкек курнă‚ вĕсенче вилнисемпе аманнисен‚ пурăнмалли вырăнсăр юлнисен шучĕ теçетки-теçеткипе... Çак хăрушă кăтартусене чакарас тесе çулталăкĕпе ĕçлетпĕр. Пушар çинчен пĕлтерекен ятарлă приборсем вырнаçтаратпăр‚ килĕрен çÿретпĕр‚ хăрушлăх ушкăнне кĕрекенсемпе ĕçлетпĕр. Кăтартусем курăмлă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан‚ кăçал пушарсен шучĕ 4 хут‚ вилекенсен шучĕ 80% чакнă. Пушарсемпе‚ ĕçкĕпе‚ çул-йĕр çинчи инкексемпе кĕрешесси йăлăхтарса çитернĕ пулсан та çак ĕçе малалла тăсăпăр. Мĕншĕн тесен кашни цифра хыçĕнче ентешсен арканнă пурнăçĕ. Хăвăра упрăр‚ тепĕр хут сире уявсем ячĕпе!», - çырнă вăл хăйĕн Facebook страницинче.
МЧС пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ Пушкăртстанра çулталăк пуçланнăранпа 134 пушарта 4 çын вилнĕ‚ виççĕшĕ йывăр суранланнă. Иртнĕ талăк хушшинче 20 пушар тухнă‚ телее кунта вилнисемпе суранланнисем çук. Пушарсен тĕп сăлтавĕ - уяв кунĕсенче вут-çулăмпа асăрхануллă пулманни‚ электричествăпа ĕçлекен хатĕр-хĕтĕрпе‚ кăмакасемпе тĕрĕс усă курманни.
Инга ВАСИЛЬЕВА.
Читайте нас