Новости
13 Января 2020, 06:20

Нумай хваттерлĕ 1681 çурта тĕпрен юсама палăртаççĕ

Регионти оператор пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ кăçал Пушкăртстанра нумай хваттерлĕ 1681 çурта тĕпрен юсама палăртаççĕ. Ĕçсен тăкакĕ 3 млрд ытла тенкĕпе танлашĕ.

Регионти оператор пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ кăçал Пушкăртстанра нумай хваттерлĕ 1681 çурта тĕпрен юсама палăртаççĕ. Ĕçсен тăкакĕ 3 млрд ытла тенкĕпе танлашĕ.
Çав шутрах 1151 çуртри подъездсене те илем кÿртĕç. Пĕтĕмĕшле вара республикипе 3382 подъезд çĕнелĕ.
- Подъездсене юсамалли программăна Пушкăртстан пуçлăхĕ Радий Хабиров пуçарса янă. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама республика тата муниципаллă бюджетсенчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Харпăрçăсен тĕпрен юсама пухнă укçисене тăкакламаççĕ‚ – тесе палăртнă Фондра.
Ытти йышши юсав ĕçĕсен шутне çаксем кĕреççĕ: лифт улăштарасси‚ çурт тăррипе умне тата никĕсне юсасси‚ чартака ăшăлатасси (утепление)‚ уйрăм ăшăту пункчĕсене вырнаçтарасси‚ çавăн пекех шалти инженер системине юсасси.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас