Пур хыпар та
Новости
13 Кӑрлач 2020, 11:25

Владимир Путин П.С. Нахимов ячĕллĕ Тинĕс çар флочĕн училищинче пулнă

Владимир Путин Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă П.С. Нахимов ячĕллĕ Тинĕс çар флочĕн училищине çитсе курнă. Оборона министрĕ Сергей Шойгу, Юрий Борисов вице премьер тата училище директорĕ Александр Гринкевич Аслă Главнокомандующи Владимир Путинпа пĕрле тинĕспе çар малашлăхне халалланă экспозицири тĕрлĕ карапсен моделĕсемпе, ытти техника хатĕрĕсемпе паллашнă.

Владимир Путин Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă П.С. Нахимов ячĕллĕ Тинĕс çар флочĕн училищине çитсе курнă. Оборона министрĕ Сергей Шойгу, Юрий Борисов вице премьер тата училище директорĕ Александр Гринкевич Аслă Главнокомандующи Владимир Путинпа пĕрле тинĕспе çар малашлăхне халалланă экспозицири тĕрлĕ карапсен моделĕсемпе, ытти техника хатĕрĕсемпе паллашнă. Владимир Путина Арктика зонинчи тĕрĕслев карапĕсене, тинĕс тата океан зонинчи ковертсене аталантарасси çинчен каласа панă. Çаплах патшалăх пуçлăхне техника хатĕрлĕхне тытса пыракан программăпа аппарат проектне кăтартнă, карап палуби çине ларма пултаракан пилотлă тата пилотсăр вĕçев аппарачĕсем çинчен каласа панă.
Çав кунах кăшт маларах Путин Крым çыранĕсем хĕрринче иртнĕ Çурçĕр тата Хура тинĕс хĕрринчи Тинĕс çар флочĕсен вĕрентĕвĕсем епле иртнине сăнанă.
Читайте нас