Туймазă районĕнче çĕнĕ ача-пăча поликлиники уçăлнă. Шăпăрлансен сывлăхне тимлекен учрежденине «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче хăпартнă. Юлашкине вара Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе пуçарса янă.
Республикăри Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ ача-пăча поликлиники хăйĕн пĕрремĕш пĕчĕк пациенчĕсене йышăнма пуçланă. Çĕнĕ виçĕ хутлă çурт 5‚5 пин тăваткал мерт лаптăкпа танлашать. Унти тухтăрсем пĕр смена вăхăтĕнче 300 пациент таран йышăнма пултараççĕ.
Туймазă районĕнчи ача-пăча поликлиникине 2018 çулхи июль уйăхĕнче хăпартма тытăннă. Ĕçсен тăкакĕ пĕтĕмĕшле 336 млн тенкĕпе танлашть. Вĕсенчен 172 млн тенкине строительство ĕçĕсене янă‚ 164 млн тенкипе медицина оборудованийĕ туяннă.