2020 çулта регионти çулсем çине çул-йĕр правилисене пăснине шута илекен 609 фото тата видео камерăпа тивĕçтерме палăртаççĕ. Паянхи кун тĕлне çулсем çинче 150 комплекс вырнаçтарнă.
«Пĕрремĕш 150 комплекс (фото тата видео камерăсем) Абзелилпа Авăркас‚ Бирскпа Благовещенск‚ Бурайпа Давлекан‚ Дюртюлипе Илиш‚ Туймазăпа Учалă‚ Чишмапа Янаул районĕсенчи тата Нефтекамскпа Агидель хулисенчи çулсенче ĕçлеме тытăннă. Вĕсем водительсем хăвăртлăха пăхăнманнине çирĕплетекен пулăмсене шута илеççĕ»‚ – тесе пĕлтернĕ Патшалăх транспорт комитечĕн пресс-служби.
2020 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне регионта тата 459 камера хута ярĕç.
2017 çулхипе танлаштарсан‚ республикăра çак проекта шута илсе çул-йĕр инкекĕсенче вилекенсен шутне 3‚5 хута чакарма палăртаççĕ. Унсăр пуçне проект çул тата транспорт инкекĕсен шутне те икĕ хут сахаллатма май парĕ.