Новости
15 Января 2020, 07:15

Прокуратура органĕсĕр май çук

Январь уйăхĕн 12-мĕшĕнче прокуратура органĕсем Раççейре тĕрĕслев ведомстви йĕркеленсе кайнăранпа 298 çул çутнине паллă тунă. Пушкăртстан пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăри прокуратура ĕçченĕсене професси уявĕпе саламланă.

Январь уйăхĕн 12-мĕшĕнче прокуратура органĕсем Раççейре тĕрĕслев ведомстви йĕркеленсе кайнăранпа 298 çул çутнине паллă тунă. Пушкăртстан пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăри прокуратура ĕçченĕсене професси уявĕпе саламланă.
Вăл каланă тăрăх‚ «патшалăх куçĕ» саккунсене тата ахаль çынсен интересĕсене çирĕп хÿтĕлет. Ахальтен мар юлашки çулсенче тĕрĕслев ведомствинчен пулăшу ыйтакансен шучĕ ÿснĕ. Çавăн пекех регион пуçлăхĕ чылай çивĕч ыйтусене прокурор тĕрĕслевĕсĕр татса пама май çуккине те палăртнă. Улталанă пайçăсемпе тăлăх ачасен интересĕсене хÿтĕленĕшĕн‚ ĕç укçине вăхăтлă тÿленине тимленĕшĕн Радий Хабиров ведомствăн ĕçĕ-хĕлне тивĕçлĕ хак панă.
Чаплă лару-тăрура Пушкăртстан пуçлăхĕ республикăн çĕнĕ прокурорне Владимир Ведерникова саламланă‚ ăнăçу суннă. Çĕнĕ прокурора Раççей Президенчĕн указĕпе çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне регион пуçлăхĕ мероприяти вăхăтĕнче ведомство ветеранĕсене патшалăх наградисемпе те чысланă. ПР Хисеп хутне Ч.Газизов‚ Р.Вахитов тата Р.Султанбеков‚ «Пушкăртстанăн тава тивĕçлĕ юрисчĕ» ята Н.Абдрахмановпа Б.Соколов тивĕçнĕ.
Пушкăртстан прокурорĕ Владимир Ведерников хăйĕн сăмахĕнче иртнĕ çулăн кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăнă. Прокуратура ĕçченĕсен професси ăсталăхĕ çÿллĕ шайра пулнипе вĕсем саккуна хирĕçле пулăмсене оперативлă тупса палăртнине‚ татса панине пĕлтернĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас