Новости
16 Января 2020, 06:30

Ача амăшĕн капиталĕ 616 пин те 617 тенке çитĕ

Ача амăшĕн капиталĕ усĕ. Çакăн пирки Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва янă Çырăвне вуланă май пĕлтернĕ. Унăн виçи 616 пин те 617 тенкĕпе танлашĕ. 2020 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ача амăшĕн капиталне пĕрремĕш ача çуралнă хыççăн та парĕç.

Ача амăшĕн капиталĕ усĕ. Çакăн пирки Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва янă Çырăвне вуланă май пĕлтернĕ. Унăн виçи 616 пин те 617 тенкĕпе танлашĕ. 2020 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ача амăшĕн капиталне пĕрремĕш ача çуралнă хыççăн та парĕç.
- Эпир ку программăна малалла тăсăпăр. Чи сахалли те, 2026 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен, - тенĕ Владимир Путин. – Çак утăма тумаллах, анчах паян кун тĕлне ку çеç сахал. Çемье çавăрма шут тытнă çамрăксене пулăшмалла. Вĕсем, паллах, ача çинчен те ĕмĕтленеççĕ. Çавăнпа та ача амăшĕн капиталĕпе çыхăннă çĕнĕ сĕнÿсем парасшăн, вĕсем 2020 çулхи январь уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен вăя кĕрĕç, - тенĕ президент. – Малашне ача амăшĕн капиталне пĕрремĕш ача çуралсанах илме май пулĕ. Индексаци хыççăн, 2020 çулхи январь уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен, вăл 466 пин те 617 тенкĕпе танлашĕ (ача амăш капиталĕн пĕтĕмĕшле хисепĕ), - пĕлтернĕ патшалăх пуçлăхĕ. - Çакăн пек пулăшу хыççăн иккĕмĕш ача çинчен те ĕмĕтленме пултараççĕ.
Иккĕмĕш ача çуралсан ача амăш капиталĕн тепĕр пайне, 150 пин тенкĕ, парĕç. Çапла вара икĕ ачаллă çемьен ача амăш капиталĕ 616 пин те 617 тенкĕпе танлашĕ.
Унсăр пуçне Владимир Путин виçĕ ачаллă çемьесене ипотека тÿлесе татма 450 пин тенкĕ патшалăх пулăшăвĕ пама йышăнни пирки те ас тутарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, виçĕ ачаллă çемье хваттер ыйтăвĕсене татса памашкăн патшалăхран 1 млн таран пулăшу илме пултарать.
Читайте нас