2020 çулта Пушкăртстан пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕрремĕш ĕç çулçÿревĕпе Татăшлă районне çитнĕ.
Кивĕ Курдым ялĕнче 50 вырăнлăх ача сачĕ хăпартаççĕ. Строительство ĕçĕсене республикăри Социаллă тĕллевлĕ программăсен фончĕн укçи-тенкипе пурнăçлаççĕ. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 94‚5 млн тенкĕпе танлашать. Строительсем объектри ĕçсене кăçалхи çулăн июль уйăхĕнче вĕçлеме палăртаççĕ. Альтаф Хасанов «БНЗС» фирма ертÿçи регион пуçлăхне пĕлтернĕ тăрăх‚ ача сачĕ çуртĕнче физкультурăпа музыка залĕсем‚ медицинăпа апат блокĕ вырнаçĕç. Проектпа килĕшÿллĕн кунта вăйăпа хуçалăх зонисем те пулĕç. Паянхи кун строительсем пулас учрежденийĕн стенисене купалаççĕ.
Кивĕ Курдым ялĕнчи кивĕ ача сачĕн çуртне 1985 çулта хăпартнă. Анчах вăл хальхи самана ыйтнине тивĕçтермест. Паян унта 50 шăпăрлан çÿрет. Кивĕ ача сачĕн хăйĕн апат блокĕ‚ унта ачасем валли вырăнти продукцирен апат пĕçереççĕ. Район центрĕ вара сĕт-çу продукципе тивĕçтерет.