Новости
16 Января 2020, 09:15

Радий Хабирова культура çуртне уçнă мероприятие йыхравланă

Салават районĕн администраци пуçлăхĕ Марс Кашапов республика пуçлăхне Радий Хабирова Мурсалимкино ялĕнче культура çуртне уçнă мероприятие сума суса йыхравланă.

Салават районĕн администраци пуçлăхĕ Марс Кашапов республика пуçлăхне Радий Хабирова Мурсалимкино ялĕнче культура çуртне уçнă мероприятие сума суса йыхравланă. Астутаратпăр‚ 2018 çулхи ноябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче регион пуçлăхĕ ĕçлĕ визитпа асăннă ялти кивĕ культура çуртĕнче пулнă. Ăна 1895 çулта хăпартнă. Р.Хабиров кивĕ çурт паянхи кун ыйтнине тивĕçтерменнине палăртнă. Çавăнпа вăл правительствăна ялта çĕнĕ культура çурчĕ хăпартма 50 млн тенкĕ уйăрса пама хушу панă.
«Мурсалимкино ялĕнчи культура çуртĕнче çулталăк каярах пулнăччĕ. Кунта питĕ пултаруллă ачасем вĕренеççĕ. Вĕсемпе хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен тата пурнăçлакан педагогсем ĕçлеççĕ. Халĕ пăхсамăр‚ кивĕ çурт вырăнĕнче çĕнĕ‚ илемлĕ тата паянхи кунпа килĕшсе тăракан культура çурчĕ вырнаçнă. Кунта ташлама‚ юрлама тата спектакльсем лартма пулать‚ аслисемпе ачасем валли çителĕклĕ вырăн. Пурте шăнăçаççĕ. Премьера курма йыхрав кĕтетĕп»‚ – тесе çырнă Радий Хабиров хăйĕн социаллă сетьри страницинче.
Çĕнĕ культура çуртне январь уйăхĕн 22-мĕшĕнче уçĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас