Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ Белорецкри тĕп район больници никĕсĕнче Регионти юн тымарĕ центрĕ уçăлнă.
Малашне республикăри аякри районсенчи - Белорецкпа Абзелил‚ Бурзянпа Учалă районĕсенчи тата ЗАТО Межгорье – пациентсем те медицина пулăшăвĕпе усă курĕç. Центрта çулталăкне 600 пине яхăн сиплевпе диагностика процедурисене ирттерме палăртаççĕ.
Паянхи кун тĕлне ангиографи комплексĕ çинче‚ ăна «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕ шайĕнче туяннă‚ виçĕ операци туса ирттернĕ. Пĕрремĕш пациенчĕ темиçе çул хушши чĕре чирĕпе нушаланнă. Вăл 67 çулта пулни паллă. Тухтăрсем пациентăн сывлăхĕ малашне лайăхланасса шанаççĕ.
Центрти ĕçтешсене пĕрремĕш операцисене ирттерме кардиоцентр уйрăмĕн заведующийĕ Игорь Бузаев‚ рентгенэндоваскуляр диагностики енĕпе ĕçлекен тата сиплекен Эльфир Мустафин‚ Азат Багаутдинов кардиолог пулăшнă. Республикăри кардиоцентр специалисчĕсем темиçе кун хушши практика пулăшăвĕпе тивĕçтерĕç.