Пур хыпар та
Новости
17 Кӑрлач 2020, 11:20

Владимир Мишустинăн кандидатурине çирĕплетнĕ

Владимир Путин Федераллă налог службин ертÿçипе Михаил Мишустинпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче ăна Правительство Председателĕн пуканне йышăнма сĕннĕ.

Владимир Путин Федераллă налог службин ертÿçипе Михаил Мишустинпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче ăна Правительство Председателĕн пуканне йышăнма сĕннĕ. Раççей Президенчĕн сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх, Михаил Мишустин хирĕç пулман. Президент унăн кандидатурине пăхса тухма Патшалăх Думине сĕннĕ. Патшалăх Думи Михаил Мишустин кандидатурине ырласа йышăннă. Уншăн 383 депутат сасăланă.
Маларах ĕçленĕ Правительство Председателĕ Дмитрий Медведев хăйĕн пур членĕсемпе пĕрле отставкăна кайнă. Малашне вăл РФ Хăрушсăрлăх Канашĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлĕ.
Читайте нас