Пур хыпар та
Новости
20 Кӑрлач 2020, 11:25

Иглин ялĕнче çĕнĕ шкулпа ача сачĕ уçăлнă

Январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Иглин ялĕнче 640 вырăнлăх шкул тата 160 шăпăрланлăх ача сачĕ уçăлнă. Шкула ача сачĕпе пĕрлештернĕ.

Январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Иглин ялĕнче 640 вырăнлăх шкул тата 160 шăпăрланлăх ача сачĕ уçăлнă. Шкула ача сачĕпе пĕрлештернĕ. Пĕлÿ çуртне паянхи оборудованисемпе – мультимедиа‚ интерактивлă хăма‚ компьютерсем тата оргтехника – тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне унта пĕр акт тата икĕ спорт залĕ вырнаçнă. Вĕрентÿ организацийĕн лаптăкĕнче вара шăпăрлансене уçăлса çÿреме тата вĕренекенсене спорта явăçтарма лапамсем йĕркеленĕ. Шкул çумĕнчи сад пуррине те палăртса хăвармалла. Пĕрремĕш уроксем‚ класс сехечĕсем‚ пĕлÿ çурчĕ уçăлнă кунах иртнĕ.
Объект «Пушкăртстан Республики 100 çул тултарнине 100 объект» программăна кĕнĕ. Ăна Владимир Путин май указĕпе çирĕплетнĕ «Демографи» наци проекчĕ шайĕнче хăпартнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас