Пур хыпар та
Новости
21 Кӑрлач 2020, 11:10

Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсене 75 пин тенкĕ тÿлев

Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленнĕ май‚ Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене пĕр хутчен парăнакан тÿлевпе хавхлантарĕç.

Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленнĕ май‚ Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене пĕр хутчен парăнакан тÿлевпе хавхлантарĕç. Сăмахран‚ Раççейре пурăнакан кашни вăрçă ветеранĕ 75 пин тенкĕ илме тивĕçет‚ тыл ĕçченĕ – 50 пин тенкĕ. Çак хыпара Раççей Президенчĕ Владимир Путин Петербург хулинче ветерансемпе тата обществăлла патриот пĕрлешĕвĕсен представителĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра пĕлтернĕ.
Çĕршыв пуçлăхĕ астутарнă тăрăх‚ юбилейлă Çĕнтерÿ çулĕсенче ветерансене 10 пин тенкĕлĕх‚ тыл ĕçченĕсене 5 пин тенкĕлĕх тÿлевсемпе тивĕçтернĕ.
Январь уйăхĕн 18-мĕшĕнче президент Ленинград блокадин ункине татнăранпа 77 çул çитнине халалланă мероприятисене хутшăннă.
Унччен маларах Владимир Путин Ленинград облаçĕнчи «Рубежный камень» монумент умне чечек хунă‚ Пискарев мемориал масарне çитнĕ‚ Ленинград блокади тата хÿтĕлев музейĕн экспоначĕсемпе паллашнă.
Раççей Президенчĕн В.Путинăн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн‚ 2020 çул Раççейре Асăну тата мухтав çулталăкĕ пулĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас