Пур хыпар та
Новости
22 Кӑрлач 2020, 12:45

Иртнĕ çулăн пилĕк тĕп пĕтĕмлетĕвĕ

2019 çулăн чи паллă пулăмĕсене аса илер. Вĕсем кăçал пирĕн пурнăçа палăрмалла витĕм кÿрĕç.

2019 çулăн чи паллă пулăмĕсене аса илер. Вĕсем кăçал пирĕн пурнăçа палăрмалла витĕм кÿрĕç.
Тирпей-илем кĕртни: юсав ĕçĕсене валли миллиард тенкĕ тата кивĕ автотранспортшăн - штраф
Кунта иртнĕ çулăн виçĕ комммуналлă çĕнĕлĕхне палăртса хăвармалла. Пĕрремĕшĕ‚ Пушкăртстан хăйĕн историйĕнче пирвайхи хут подъездсене юсама 1 млрд тенкĕ уйăрнă. Унччен маларах çакăн йышши юсав ĕçĕсемшĕн çынсем хăйсем тÿленĕ. Тÿленĕ кăна мар‚ вăл пурнăçланассине темиçе çул кĕтнĕ. 2019 çулхине Ĕпхÿре кăна 1‚5 пине яхăн подъезда илем кĕртнĕ. Иртнĕ виçĕ çулхи кăтартусене шута илсен, çакă пысăк цифра шутланать. Енчен те эсир çак программа пирки илтмен е заявка парса ĕлкĕреймен пулсан‚ пăшăрханма кирлĕ мар. Вăл тата темиçе çул пурнăçланĕ. Программăна хутшăнма кăмăл пулсан‚ вырăнти администрацие каймалла. Унта сире мĕн тумаллине тĕплĕн ăнлантарса парĕç. Çав вăхăтрах «Пушкăрт картишĕ» программăна хутшăнма та заявка пама пулать. Программăпа килĕшÿллĕн картишĕнче ача тата спорт лапамĕсене вырнаçтараççĕ‚ канупа машинăсем тăратмалли вырăнсем йĕркелеççĕ‚ çутăпа тивĕçтереççĕ тата ытти те. Пĕр сăмахпа каласан‚ ĕçсене çуртра пурăнакансен кăмăлĕсене шута илсе пурнăçлаççĕ. 2019 çулта 400 картиш йĕркене кĕртме палăртнă‚ анчах пурне те пурнăçлайман. Çитес икĕ çулта вара планра - 600 картиш. Иккĕмĕшĕ‚ Мускав тата Мускав облаçĕн опытне тĕпе хурса республикăра машинăсемпе унăн прицепĕсене газон, чечек клумбисем çине, ача-пăча тата спорт лапамĕсене (площадкисене) лартма юратакан хурçă ут хуçисене 30 пине çити штраф тÿлеттереççĕ. Унсăр пуçне картишсенче темиçе çул выртакан авто ăпăр-тапăрĕсене турттарса кăлараççĕ. Пĕтĕмĕшле çулталăк хушшинче 30 млн тенкĕ яхăн укçа пухнă. Бюджетшăн çакă пысăк укçа мар ĕнтĕ‚ анчах укçинче мар вĕт ĕçĕ. Асăрхарăр-и‚ хуласем симĕсленнине? Темиçе теçетке кивелнĕ машинăсенчен хăтăлсан вара хуласем тата та тасарах‚ илемлĕрех пулĕç. Виççĕмĕшĕ‚ 2019 çулхи кĕркунне Пушкăртстан тепĕр çĕнĕлĕхпе тĕлĕнтерчĕ. Тинех республика хутса ăшăтмалли çĕнĕ те тивĕçлĕ системăна куçрĕ. Малашне эпир çуртсене хутса ăшăтнишĕн çулталăкĕпе тÿлемĕпĕр. Квитанцисем çуртсене ăшăтмалли вăхăтра‚ октябрь-апрель уйăхĕсенче çеç килĕç. Çак çĕнĕлĕхĕн çитменлĕхĕ пуррине палăртса хăвармалла. Хĕл кунĕсенче нумайрах тÿлеме тивĕ‚ çу кунĕсенче вара тÿлеврен пачах хăтăлăпăр. Çĕнĕ системăн тепĕр лайăх енĕ – компани ертÿçи «ытлашши ăшăпа усă курнăшăн» сире çĕнĕрен шутласа тÿлеттереймĕ.
Шкулсем. Пилĕк кунлăх вĕренÿ‚ çĕнĕ меню тата электронлă дневник
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен шăмат кун шкула каймалла мар. 2019 çулхине Радий Хабиров пуçарăвĕпе Пушкăртстанри пур шкул пилĕк кунлăх вĕренÿ эрнине куçнă. Общественность çак шухăша ырласа йышăннă. Çапах та шăмат кунсен пĕр пайĕ шкул «аллинче» - çак кунсенче ачасем валли тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Халĕ вара шкулсенче иккĕмĕш сменăран хăтăлассине кĕтеççĕ. Республикăри вĕрентÿ министрĕ Айбулат Хажин пĕлтернĕ тăрăх‚ паянхи кун иккĕмĕш смена вăхăтĕнче вĕренекенсен 8% ăс пухать.
Иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнчен республикăра шкул апатланăвĕн реформи те иртрĕ. Халĕ шкул ачисен пĕрлĕхлĕ меню‚ апата йышăннă стандартпа килĕшÿллĕн патшалăх компанийĕ пĕçерет. Апатланакансен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ.
Унсăр пуçне шкулсенче электронлă дневник вăй иле пуçланă. Халĕ ашшĕ-амăшĕсем ачисен паллисене тата килти ĕçĕсене онлайн мелĕпе пăхма пултараççĕ.
Транспорт. Кашни яла çĕнĕ автобус
«Башавтотранс» паркĕ çулталăк хушшинче çĕршер çĕнĕ те илемлĕ автобуссемпе пуянланнă. Вĕсен пĕр пайĕ Ĕпхÿре тăрса юлнă‚ тепĕр пайне хуласемпе ялсене ăсатнă. ПР Транспорт енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн тĕллевĕ – ялсенчен район центрĕсене автобуссен çÿревне йĕркелесси‚ район центрĕнчен Ĕпхÿ хулине чăрмавсăр çитме май тăвасси. Çакна патшалăх турттараканĕсем (госперевозчик) пурнăçа кĕртме пултараççĕ. Уйрăм компанисем вара паллă маршрутсемпе çеç çÿреççĕ. Хуласенче пассажирсене турттаракансен йĕрки лайăхланнине те палăртса хăвармалла: июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пассажирсене турттаракансем (кирек хăшĕ те) çулçÿрев тÿлевне «Алга» карттă урлă йышăнаççĕ. Унсăр пуçне уйрăм пассажир турттаракансем официаллă регистраци иртеççĕ‚ налук тÿлеççĕ‚ водительсем медосмотр иртеççĕ‚ çĕнĕ автобуссем туянаççĕ.
Çĕнĕ производствăсем
Пушкăртстан инвестици виçи 15% çити ÿснипе мăнаçланма пултарать. Инвестици вăл – отчет валли тунă цифрăсем кăна мар. Вăл – çĕнĕ цехсем‚ фермăсемпе предприятисем‚ килтен аякра мар уçнă çĕнĕ ĕç вырăнĕсем‚ пĕчĕк тата вăтам бизнес валли подрядсемпе заказсем. 2019 çулта Нефтекамск‚ Белорецк тата Благовещенск хулисем ТОСЭР статуса тивĕçнĕ‚ бизнесменсем унта производство уçма тата налук çăмăллăхĕпе усă курма пултараççĕ. Пушкăртстанăн çакăн евĕр опыт пуррине палăртса хăвармалла: темиçе çул каялла Кумертау тата Пелепей хулисем çак статуса тивĕçнĕ. Вĕсенче çу тумалли‚ выльăхсене валли апат хатĕрлекен‚ цемент туса кăларакан тата ытти производствăсем уçăлнă. Çитес вăхăтра Çтерлĕ‚ Салават тата Ишимбай хулисенче «Алга» экономика зони ĕçлеме тытăнĕ.
Чи пысăк инвестици проекчĕ – Хайбулла районĕнче çĕнĕ рудник тата «обогатительная» фабрика хăпартни. Çĕнĕ рудник тупăшĕн калăпăшне шута илсен‚ вăл Раççейре чи пысăкки пулĕ. Уралти сăрт-тупа тимĕр компани (УГМК) ăна аталантарма 50 млрд ытла тенкĕ тăкаклĕ. Çĕнĕ предприяти халăха 1‚5 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕпе тивĕçтерĕ.
Ĕçекенсемпе тата пушарсемпе кĕрешесси
Çулталăк хушшинче регионта çул-йĕр çинчи инкексенче вилнисен‚ хăй çине алă хунисен‚ шывра путса çут тĕнчерен уйрăлнисен тата суррогатлă алкоголь шĕвекĕсем ĕçнипе вилнисен шучĕ чакнă.
- Тĕрĕссипе эпир 2 600 пурнăçа сыхласа хăвартăмăр. Малашне те кашни çыншăн‚ унăн сывлăхĕшĕн кĕрешĕпĕр тата темиçе пин çын пурнăçне çăлса хăварăпăр‚ – тенĕ Радий Хабиров.
Уйрăмах асра юлни – Сабантуй вăхăчĕсенче‚ сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче‚ Çĕнĕ çул уявĕн хăш-пĕр кунĕсенче алкоголь шĕвекĕсене сутма чарни. Çавăн пекех Пушкăртстанра суррогатлă алкоголь напитокĕсем сутакан вырăнсем çинчен тĕрĕс информаци пĕлтерсен тивĕçлĕ тÿлев пани.
Пушар енчен те кăтартусем курăмлă. Радий Хабиров соцсетьри хăйĕн страницинче пĕлтернĕ тăрăх‚ иртнĕ çулхипе танлаштарсан‚ пушарсен шучĕ 4 хут‚ вилекенсен шучĕ 80% чакнă. Кĕрешÿре пушар çинчен пĕлтерекен приборсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнса хăвармалла. Вĕсене нумай ачаллă укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесем‚ 55 çултан аслăрах пĕччен пурăнакан граждансем тата 2018 çултан ачасем çуралнă пур çемьесем те тивĕçеççĕ. Ыттисем вара хăйсем тĕллĕн туянма пултараççĕ.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас