Пур хыпар та
Новости
22 Кӑрлач 2020, 11:25

Муниципалитетсене ГТО аталанăвĕ валли 315 пин тенкĕ уйăрĕç

Пушкăртстанра паянхи кун 69 ГТО тĕрĕслевĕ иртмелли центр пур. Республикăра пурăнакан 405 пин çын «Ĕçе тата хÿтĕлеве хатĕр» (ГТО) автоматизациленĕ системăра çырăннă. Регионти Правительство ларăвĕнче бюджетран хулапа районсене асăннă комплекса аталантарма укçа-тенкĕ уйăрмалли проекта сÿтсе явнă.

«ГТО кăтартăвĕсем çулсерен лайăхланса пыраççĕ. Анчах та кашни çул комплекса ĕçе кĕртнипе иртекен рейтинг тăрăх, Пушкăртстан Раççей шайĕнче 32-мĕш вырăнта‚ Атăлçи федераллă округра (ПФО) 4-мĕш вырăн йышăнать»‚ – палăртнă регионти çамрăксен политикипе спорт министрĕ Руслан Хабибов.
ГТО кăтартăвĕсене лайăхлатас‚ хисепне ÿстерес тесе Пушкăртстанри муниципалитетсене 315 пин тенкĕ уйăрса парĕç (пĕтĕмĕшле хисеп 21 млн та 741 пин тенкĕ). Çапла майпа вырăнти влаçсем ГТО юхăмне ытларах çын явăçтарма тата регионсем хушшинче мала тухма ĕмĕтленеççĕ. Хуласемпе районсем хăйсем енчен ГТО комплексĕн çичĕ критерине пурнăçлама шантараççĕ.
Читайте нас