В.Путин сăмахĕсем тăрăх, Федераллă Пухăва Уçă çырупа кăçал çулталăк пуçламăшĕнчех тухнă. Мĕншĕн тесен çĕршыв умĕнче çивĕч тăракан экономика, технологи тата социаллă ыйтусене пĕр тăхтаса тăмасăр пурнăçа кĕртмелле. Асăннă ыйтусем наци проекчĕсенче сăнланнă. Сире, хисеплĕ вулакансем, Уçă çырăвăн тĕп шухăшĕсемпе паллашма сĕнетпĕр.
Демографи
В.Путина пăшăрхантаракан тĕп ыйтусенчен пĕри – демографи. Президент пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна ача çураласлăх коэффициент (пĕр хĕрарăм пуçне) çĕршывра 1,5 тĕл килет. 2024 çул тĕлне çак цифрăна 1,7 çитермелле.
2020 çулхи январь уйăхĕнчен укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесене пулăшас тĕллевпе çĕршыв пуçлăхĕ пĕр çултан пуçласа çичĕ çула çитичченхи ачасене уйăхсерен 5,5 пин тенкĕ (кашни ача пуçне) тÿлев пама йышăннă. 2021 çултан тÿлев виçи 11 пине çитмелле.
Ача амăш капиталĕ
Улшăнусем 2006 çулта йышăннă ача амăш капиталне те пырса тивĕç. Асăннă программăна 2026 çулччен тăсма йышăннă. 2020 çултан пĕрремĕш ача çуралнă çемьесене 466 пин те 616 тенкĕ парĕç. Иккĕмĕш ача çуралсан çемье хушма 150 пин тенке тивĕçĕ. Çемьере икĕ ача пур пулсан, вĕсен ача амăш капиталĕ 616,6 пин тенкĕпе танлашĕ. Виççĕмĕш ача çуралсан, патшалăх ипотека кредичĕн пĕр пайне, 450 пин таран, тÿлесе татма пулăшĕ.
Вĕрентÿ
Федераллă Пуху умĕнче тухса калаçнă май, президент пуçламăш классенче вĕренекенсене (1-4 классем) 2023 çулхи сентябрь уйăхĕнчен кая юлмасăр, тÿлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтерме хушу панă. Çавăн пекех 2020 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен класс ертÿçисем федераллă бюджет шутĕнчен 5 пин тенкĕ хушма тÿлев илме тивĕçĕç.
Владимир Путин аслă вĕрентÿ ыйтăвне те хускатнă. Çамрăксем хăйсем пурăнакан тăрăхра пĕлÿ илме пултарччăр тесе институтсемпе университетсене регионсенче аталантарма сĕннĕ. Унсăр пуçне В. Путин студентсене иккĕмĕш курсранах çĕнĕ çул-йĕр (направлени), çав шутра çыхăнса ĕçлекен специальноçсем те, суйласа илме май туса пама хушнă. Çавăн пекех кашни çулах аслă шкулсенче тÿлевсĕр вырăнсен шутне ÿстермелле. Аслă медицина пĕлĕвĕ 70% таран тĕллевлĕ (целевое) пулмалла.
Сывлăх сыхлав
Президент палăртнă тăрăх, Раççей çыннисен вăтам пурнăç тăршшĕ пуçласа 73 çула çитнĕ. 2000 çулпа танлаштарсан, çакă сакăр çул нумайрах. Çĕршыв ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх, сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенисене çĕнетессипе çыхăннă программа июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕ. Вĕсене пурнăçлама 550 млрд тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех Владимир Путин кăçалтан сывлăх сыхлав сферинче тăрăшакансем çĕнĕ тÿлев системине куçассине пĕлтернĕ. Ун тăрăх, медицина ĕçченĕсем хăш регионта пурăннине шута илмесĕр, çĕршывра йышăннă пур хушма тÿлевсемпе тата компенсацисемпе усă курĕç.
Медицина сфери çинчен çакна та каласа хăвармалла. Ют çĕршывран илсе килекен, хальлĕхе Раççейре сутма ирĕк паман препаратсене турттарассине те йĕркене кĕртессипе ĕçлеççĕ.
Интернет
Хайĕн Уçă çырăвĕнче Президент «Пурне те майлă интернет» проекта пурнăçа кĕртме сĕнет. Унпа килĕшÿллĕн, Раççей çыннисене хамăр çĕршыври социаллă пĕлтерĕшлĕ сервиссемпе тÿлевсĕр усă курма май памалла.
Конституци
Президентăн чи пĕлтерешлĕ заявленийĕсенчен пĕри – Раççей Конституцине улшăнусем кĕртесси. Вĕсене халăх умне сасăлава тăратмалла. Уйрăмăн илсен улшăнусем çаксем пулмалла:
- Патшлăх должноçне йышăнакансен (федераллă министрсем, Патшалăх депутачĕсем, губернаторсем) ют çĕршыв гражданлăхĕ пулмалла мар, çаплах урăх çĕршывра пурăнмалли ирĕк те илме юрамасть.
- Раççей Президенчĕн тивĕçне йышăнас тесен çĕршывра 25 çултан кая мар пурăнмалла. Çавăн пекех маларах ют çĕршыв гражданлăхĕ пуррисене те, урăх çĕршывра пурăнма ирĕк илнисене те президента суйламĕç. Унсăр пуçне Владимир Путин Конституцинчи «Раççей Президенчĕн постне пĕр çын икĕ хутчен йышăнма пултараймасть» текен положенинчи «умлă хыçлă» (подряд) сăмаха илсе пăрахма сĕннĕ шухăшпа килĕшнĕ.
- Уçă власть системине йĕркелемелле, ун йышне патшалăх власть органĕсем те, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем те кĕрĕç.
- Ĕç укçин шайĕн виçи чи пĕчĕк пурăнмалли минимум шайĕнчен сахалрах пулмалла мар.
- Премьер-министрпа правительство членĕсене малашне президент мар, Патшалăх Думи çирĕплетĕ. Халĕ правительство йышне палăртакан президент парламент çирĕплетнĕ кандидатурăсене сивлеме пултараймасть. Çав хушăрах, кирлĕ пулсан, президент Правительсто председательне, унăн çумĕсене, федераллă министрсене ĕçрен хăтарма пултарать. Çаплах президент Хĕç-пăшаллă вăйсене, право системине ертсе пырĕ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.