Пур хыпар та
Новости
22 Кӑрлач 2020, 13:05

Ыраш чылайрах‚ сахăр кăшманĕ сахалрах

Раççейри Ял хуçалăх министерствинче çурхи ака-суха ĕçĕсем пирки видеоконференци мелĕпе канашлу иртнĕ. Ăна РФ ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Джамбулат Хатуов ирттернĕ.

Раççейри Ял хуçалăх министерствинче çурхи ака-суха ĕçĕсем пирки видеоконференци мелĕпе канашлу иртнĕ. Ăна РФ ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Джамбулат Хатуов ирттернĕ.
Канашлăва ПР Правительствин Премьер-министрĕн çумĕ‚ ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов‚ республикăри Ял хуçалăх министерствин çыннисем‚ асăннă отрасль ертÿçисем хутшăннă. Видеоконференцире рынок ыйтнине кура акакан лаптăк тытăмне улăштарассипе çыхăннă ыйтусене çĕкленĕ. Çакăнта кĕрхи ыраша иртнĕ çулхипе танлаштарсан 18% чылайрах акса хăварнине‚ хуратул лаптăкне пысăклатнине пĕлтернĕ. Прогнозсем тăрăх‚ Раççейре сахăр кăшманĕн çĕр лаптăкне 1‚2 млн гектартан 980 пин гектар çеç хăварасшăн.
Д.Хатуов Тăван çĕршывра тунă вăрлăх пайне ÿстермелли çинче чарăнса тăнă. Раççейре сахăр кăшманĕн‚ хĕвел çаврăнăшĕн‚ кукурузă вăрлăхĕсене сахал туса илеççĕ. Канашлура çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи аграри ведомствисемпе вăрлăх тăвакан-сутакан ертÿçĕсен‚ ăсчахсен сĕнĕвĕсене итленĕ. Çавăн пекех минераллă им-çам хатĕрлесси‚ ял-хуçалăх техникин паркне çĕнетесси пирки ыйтусем çĕкленĕ.
Пушкăртстан Республики ял хуçалăх техникине сутăн илессипе малта пынине палăртнă. 2019 çулта регионта 6‚5 млрд тенкĕлĕх 2‚7 пин техника единици туяннă. 2018 çулпа танлаштарсан, 2‚3 млрд тенкĕ нумайрах. Техника паркне 192 тырă пухмалли комбайнпа‚ 358 тĕрлĕ класлă тракторпа‚ 550 ытла çĕре кăпкалатса хатĕрлемелли тата ака тумалли техникăпа пуянлатнă.
Читайте нас