Урал сасси
+17 °С
Ясно
Новости
23 Января 2020, 06:30

Радий Хабиров Бугульчан ялĕнчи шкулта пулса курнă

Пушкăртстан пуçлăхĕн Радий Хабировăн ĕçлĕ çул çÿревĕ Куюргазă районĕнчи Бугульчан ялне илсе çитернĕ. Вăл вырăнти 1968 çулта хăпартнă шкулта пулса курнă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче кунта 102 ача пĕлÿ илет. Регион пуçлăхĕ вĕренекенсемпе тата вĕрентекенсемпе тĕл пулнă. Акăлчан чĕлхи учителĕпе калаçнă май, Куюргазă район администраци пуçлăхне Юлай Ильясова çамрăк специалистсене финанс пулăшăвĕ кÿрекен республика тата федераллă программăсене хутшăнтарма‚ пулăшма хушнă. Радий Фаритович шкул столовăйне те пăхса тухнă.

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн посланийĕнче кĕçĕн класри шкул ачисене тÿлевсĕр апатпа тивĕçтерме хушнине эсир пĕлетĕр ĕнтĕ. Халĕ çакăн валли федераллă бюджетран укçа-тенкĕ мĕн чухлĕ уйăрассине кĕтетпĕр. Шкул столовăйĕсем çак ĕçе пурнăçлама хатĕр‚ апат пахалăхĕ ашшĕ-амăшĕсене тивĕçтерет пулсан, республикăри хăш-пĕр шкулсенчи 1-4 класс ачисене çитес вĕренÿ çулĕнченех тÿлевсĕр апатлантарăпăр. Халĕ çак лару-тăрăва тишкеретпĕр‚ январь вĕçĕнче Ĕпхÿ хулине муниципалитет пуçлăхĕсене пуçтарасшăн‚ çак ыйтăва та сÿтсе явăпăр‚ – тенĕ Радий Хабиров.
Шкул директорĕ Айгуль Юсупова республика пуçлăхне вĕрентÿ çуртĕнче тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттермелли çинчен каланă. Район пуçлăхĕ Юлай Ильясов сăмахĕсем тăрăх‚ ĕçсен пĕр пайне пуçлама патшалăх экспертизин пĕтĕмлетĕвĕсене те иртнĕ. Юсав ĕçĕсем йĕркелеме 15 млн тенкĕ кирлĕ.
Радий Хабиров комплекслă юсав ĕçĕсене кăçал çулла пуçлама хушнă‚ укçа-тенке республика уйăраса парасса шантарнă. Кунта шкул тăррине‚ урайне‚ чÿречесене улăштармалла‚ хутса ăшăтмалли‚ çутатмалли‚ электричество системисене çĕнетмелле.
Ялти нумай ачаллă 28 çемьепе тĕл пулнă чух Радий Хабиров Владимир Путин посланийĕнчи çемьесене социаллă пулăшу парасси çинчен асăннă. Сăмах шкулти тÿлевсĕр апат‚ ĕç вырăнĕсемпе ĕç укçи‚ социаллă контракта куçасси пирки пынă.
Юлашкинчен Пушкăртстан пуçлăхĕ йышлă çемьери ачасене Ĕпхÿри «Салават Юлаев» хоккей матчне пырса курма чĕннĕ‚ тĕп хулана илсе килме‚ яла каялла çитерме транспортпа тивĕçтерме шантарнă.
Читайте нас