Пур хыпар та
Новости
23 Кӑрлач 2020, 11:35

Республикăна снюс 5 регионтан илсе килеççĕ

Пушкăртстанра тавар çаврăнăшĕнчен снюс ятпа паллă‚ никотин тытăмлă изделисен 70 партине туртса илнĕ. Пĕтĕмĕшле тавар туянакансен аллине 1‚1 пин тавар единици çитмен.

Пушкăртстанра тавар çаврăнăшĕнчен снюс ятпа паллă‚ никотин тытăмлă изделисен 70 партине туртса илнĕ. Пĕтĕмĕшле тавар туянакансен аллине 1‚1 пин тавар единици çитмен.
Çавăн пекех республикăри Роспотребнадзор управленин ĕçченĕсем шăшисем çинче лаборатори тĕпчевĕсем ирттернĕ. Вĕсен организмне дистиллированнăй шывпа шĕветнĕ снюса (водная вытяжка снюса) кĕртнĕ хыççăн хайхискерсем пĕр сехет хушшинче вилсе кайнă.
- Маркировкăпа килĕшÿллĕн, туртмалла мар никотин тытăмлă продукцие 5 регионта: Мускав‚ Мускав облаçĕнче‚ Санкт-Петербургра‚ Смоленскпа Ростов облаçĕсенче туса кăларĕççĕ‚ – тесе пĕлтернĕ ведомствăн пресс-службинче.
Читайте нас