Пур хыпар та
Новости
27 Кӑрлач 2020, 11:00

Кăçал регионта 72 модульлĕ ФАП туянĕç.

Пушкăртстанра «Сывлăх сыхлав» наци проектне пурнăçа кĕртнĕ май кăçал 72 модульлĕ фельдшерпа акушер пунктне туянма палăртаççĕ. Çакăн çинчен регионти Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра «Сывлăх сыхлав» наци проектне пурнăçа кĕртнĕ май кăçал 72 модульлĕ фельдшерпа акушер пунктне туянма палăртаççĕ. Çакăн çинчен регионти Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ.
- Вĕсенчен 57 ФАП туянма укçа-тенке федераллă бюджетран уйăрĕç, 15-шĕ валли республика кĕссинчен. Çавăн пекех 13 çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута ямалла. Вĕсене 2019 çулта республикăри адреслă инвестици программипе килĕшÿлллĕн хăпартма пуçланă, - тенĕ сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Динара Еникеева.
Пĕтĕмĕшле вара республикăра 300 яхăн авариллĕ фельдшерпа акушер пунктне çĕнетмелле. Çакăн пек социаллă объектăн пĕрин хакĕ 3 миллион тенкĕрен пуçласа 5 çитме пултарать.
Модульлĕ ФАПсене паянхи кун ыйтнă требованисене пăхăнса хăпартаççĕ. Пушкăртстан Пуçлăхĕн Радий Хабировăн шухăшĕпе çак çĕнĕ сывлăх сыхлав çурчĕсене вĕреннĕ тата хăйсен ĕçне пĕлекен ăста фельдшерсемпе тивĕçтересси тĕп тĕллев пулса тăрать.
«Сывлăх сыхлав» наци проектне Раççей Президенчĕ Владимир Путин сĕннипе тата хушнипе пурнăçланать.
Читайте нас