Раççей Президенчĕ Владимир Путин амăш капиталĕн заявленине пăхса тухассине кĕскетмелли законодательствăна июль уйăхĕн 31-мĕшĕччен улшăнусем кĕртме хушнă. Кун çинчен Раççей Федерацин информаци агентстви пĕлтернĕ. Вырăнти Пенси фончĕсемпе ачаллă çемьесене льготăллă ипотекăсем паракан банксем хушшинче электронлă хутшăну йĕркелесе ĕçе хăвăртлатма пулĕ. Президент хушăвне пурнăçа кĕртессишĕн Михаил Мишустин премьер-министр яваплă.
Раççей Президенчĕ Федераллă Пухăва янă Уçă çырăвĕнче амăш капиталне пĕрремĕш ача çуралсанах пама сĕннĕ. Унăн сăмахĕсем тăрăх‚ çĕнĕ йĕрке 2020 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕмелле. Патшалăх пуçлăхĕ çавăн пекех влаçсем ача амăш капиталĕ программăна 2026 çул вĕçĕччен тăсасси çинчен каланă.
Пĕрремĕш ачашăн амăш капиталне март-апрель уйăхĕсенче тÿлеме пуçласшăн.