Урал сасси
+17 °С
Ясно
Новости
28 Января 2020, 06:35

Çĕнĕ çулти пĕрремĕш йĕкĕрешсем

Çак кунсенче Шаран районĕнчи ЗАГС уйрăмĕ 2020 çулта пĕрремĕш йĕкĕреш ачасем çуралнине регистрациленĕ.

Çак кунсенче Шаран районĕнчи ЗАГС уйрăмĕ 2020 çулта пĕрремĕш йĕкĕреш ачасем çуралнине регистрациленĕ.
Январь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Владислав Давлетьяновичпа Елена Анатольевна Атнагуловсен çемйинче икĕ ывăл çуралнă. Савăнăçлă ашшĕ-амăшĕ вĕсене илемлĕ вырăс ячĕсем – Александр тата Иван – панă.
ЗАГС уйрăмĕнче тăрăшакан Г.С.Халилова специалист-эксперт Атнагуловсене ачасен пурнăçĕнчи пĕрремĕш тата чи паллă документа – çуралнине çирĕплетекен свидетельство - парса савăнтарнă. Унсăр пуçне пепке ашшĕ-амăшĕ асăнмалăх парнесем те илме тивĕçнĕ.
Çак пулăма хăйне евĕрлĕ, паллă пулăм тесен те йăнăш пулмĕ. Мĕншĕн тесен Шаран районĕнче кашни кун йĕкĕреш ачасем çут тĕнчене килмеççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Шаран районĕ.
Читайте нас