Пур хыпар та
Новости
29 Кӑрлач 2020, 11:50

Чĕр тавара тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен туянаççĕ

Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров январь уйăхĕн 28-мĕшĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе Мияки районĕнче пулнă. Вăл районти Мияки пулă компанийĕн (Миякинская рыбная компания), «Белое облако» сĕтпе çу завочĕн, «Маяк» ООО сĕтпе çу комплексĕн ĕçĕ-хĕлĕсемпе паллашнă.

Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров январь уйăхĕн 28-мĕшĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе Мияки районĕнче пулнă. Вăл районти Мияки пулă компанийĕн (Миякинская рыбная компания), «Белое облако» сĕтпе çу завочĕн, «Маяк» ООО сĕтпе çу комплексĕн ĕçĕ-хĕлĕсемпе паллашнă. Мияки пулă компанийĕн ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх, хатĕр продукцие тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен – Исландирен, Китайран, Норвегирен, Аргентинăран, Калининградран, Приморск крайĕпе Камчаткăран - кÿрсе килекен чĕр тавартан хатĕрлеççĕ. Тĕтĕмлетмелли йывăç çункавĕсене Краснодар крайĕнчен пысăк фурăсемпе турттараççĕ.
Компани 1993 çулта йĕркеленнĕ. Вăл пулă тата тинĕс продукцине тĕтĕмлетессипе, тăварлассипе, пулă какайне шăмминчен уйăрассипе ĕçлет, çавăн пекех тин тытса шăнтнă пулă та сутать. Паянхи кун Мияки пулă компанийĕ тавар туянакансене 30 яхăн тĕтĕмлетнĕ тата 40 тĕрлĕ тăварланă продукципе, 100 тĕрлĕ тин тытса шăнтнă пулăсемпе тивĕçтерме пултарать.
Компанире 42 çын ĕçлет, вĕсен вăтам ĕç укçи 25 пинпе танлашать.
Радий Хабиров пулăсене тутанса пăхнă, компани ытти суту-илÿ точкисемпе мĕнле ĕçленине, продукцине вĕсем патне мĕнле майпа çитернине ыйтса пĕлнĕ.
Мияки пулă компанийĕн продукцине тĕрлĕ суту-илÿ точкисене илсе çитерме хăйĕн транспорчĕ пур. Унăн продукцине регионти тата федераллă суту-илÿ сечĕсенче курма пулать.
Читайте нас