Пур хыпар та
Новости
29 Кӑрлач 2020, 14:20

Дина Гаврилован кĕнекисене юратса вулатпăр

Çирĕклĕри ял вулавăшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Мелеспуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Эстонире пурăнакан Дина Гаврилова çыравçăн кĕнекисене сÿтсе явасси иртрĕ.

Çирĕклĕри ял вулавăшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Мелеспуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Эстонире пурăнакан Дина Гаврилова çыравçăн кĕнекисене сÿтсе явасси иртрĕ.
Мероприятие хатĕрленсе вулавăша çÿрекенсем унăн кĕнекисене кăсăкланса вуласа тухрĕç. Чи малтан вулавăш ĕçченĕ П.Л. Григорьева (вăлах çак йĕркесен авторĕ) пуçтарăннисене Дина Гаврилован пурнăçĕпе паллаштарчĕ, иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче Пишпÿлекри тĕп вулавăшра иртнĕ кĕнеке презентацийĕ çинчен каласа пачĕ, тĕрлĕрен сăн ÿкерчĕксем кăтартрĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле «Венчет çĕрри» ятлă видеофильм пăхса киленчĕç.
О.П. Ильмурзина «Поленька, или Христова невеста» хайлава вуланă хыççăнхи туйăмсемпе паллаштарчĕ. Кунта Поленька ятлă хĕр ачан пурнăçĕ çинчен кăна мар, ырăпа усал хире-хирĕç тăни те, хĕрарăм телейĕ патне илсе пыракан тертлĕ çул çинчен калани те пур. Т.В. Григорьевапа Н.В. Ильмурзина «Цвета холодных лет» тата «Ты лучше всех» романсем çинчен каласа пачĕç. Вĕсем çак хайлавсене вуланă май хамăр çывăхри тăван вырăнсенче çÿренĕ, çывăх çынсем çинчен вуланă чухнехи пекех туйăннине пĕлтерчĕç.
Пирĕн вулакансене Д.Гаврилован кĕнекисем питĕ кăмăла каяççĕ. Эпир пурте хаклă ентеше çак сăваплă ĕçре ăнăçу сунатпăр. Çавăн пекех çыравçăн пулас кĕнекисемпе паллашасса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.
Полина ГРИГОРЬЕВА.
Пишпÿлек районĕ, Çирĕклĕ ялĕ.
Читайте нас