Новости
29 Января 2020, 09:54

Патшалăх пулăшăвĕ 1 миллиард ытла тенкĕпĕ танлашать

Илиш районĕнче иртнĕ зонăри канашлу вăхăтĕнче ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ревнер Байтуллин республикăра 2019 çулта сĕт сăвасси 17,2 пин тонна, аш-какай туса илесси 3,1 тонна ÿснине пĕлтернĕ.

Илиш районĕнче иртнĕ зонăри канашлу вăхăтĕнче ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ревнер Байтуллин республикăра 2019 çулта сĕт сăвасси 17,2 пин тонна, аш-какай туса илесси 3,1 тонна ÿснине пĕлтернĕ.
Çапла майпа ума лартнă тĕллевсене пурнăçланă теме пулать. Пĕтĕмĕшле 735 пин тонна сĕт суса тата 403 пин тонна аш-какай туса илнĕ.
Кунта патшалăх укçа-тенкĕпе пулăшу пани пысăк витĕм кÿнине палăртмалла. Сăмахран, тухăçлă сĕт паракан ĕнесене ĕрчетме иртнĕ çул икĕ шайри бюджетран (федераллă тата республика) 1 млрд тенкĕ ытла нухрат уйăрнă. Çав шутра сутнă сĕтшĕн тÿлекен субсиди виçи 302,6 млн тенкĕпе танлашать. Ăратлă шултăра мăйракаллă выльăх-чĕрлĕх туянма 529,4 млн тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех ĕне сумалли залсемпе хатĕрсем валли патшалăхăн пулăшăвĕ шайĕнче 192 млн тенкĕ тăкакланă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас