Пур хыпар та
Новости
29 Кӑрлач 2020, 14:32

Телейлисене тупса палăртрăмăр

Хисеплĕ туссем! Январь уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Урал сасси» хаçат редакцийĕнче кăларăма 2020 çула çырăнса илнисен хушшинче лотерея вылявĕ иртрĕ. Унта хутшăнма кăмăл тунисенчен 81 квитанци копийĕ килчĕ. Пурĕ 15 парне выляттартăмăр.

Хисеплĕ туссем! Январь уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Урал сасси» хаçат редакцийĕнче кăларăма 2020 çула çырăнса илнисен хушшинче лотерея вылявĕ иртрĕ. Унта хутшăнма кăмăл тунисенчен 81 квитанци копийĕ килчĕ. Пурĕ 15 парне выляттартăмăр.
Парнесен шутĕнче стена çине çакмалли сехетсем, тĕрлĕ йышши савăт-сапа, хайлав (искусственный) ёлка тата хуçалăхра усă курмалли тĕрлĕрен япаласем пулчĕç. Вылява ирттернĕ çĕре Рудольф Павлов-Илькелри çыравçă, Пелепей хулинче пурăнакан хаçат вулаканĕсем Елена тата Альберт Галлямовсем хутшăнчĕç. Лототрона çавăрса телейлисене палăртрăмăр. Çав шутра Валерий Яковлев (Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç ялĕ), Николай Алексеев (Пелепей районĕ, Ярмулай), Раиса Трофимова (Мияки районĕ, Салифан), Марина Николаева (Пелепей хули), Елизавета Астафьева (Ермеккей районĕ, Хурамал), Галина Кириллова (Пелепей районĕ, Алексеевка), Леонид Павлов (Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç), Александр Петров (Ермеккей районĕ, Янăшма), Ирина Калимуллина (Ермеккей районĕ, Городецкое), Василий Яковлев (Шаран районĕ, Юмаш), Людмила Епифанова (Пишпÿлек районĕ, Кистенлĕпуç), Вячеслав Ерохин (Çтерлĕ хули), Галина Афанасьева (Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç ялĕ), Юрий Иванов (Пелепей районĕ, Чупукаран ялĕ), Роберт Романов (Пелепей районĕ, Кивĕ Сименкке) пулчĕç. Хисеплĕ туссем, хулара пулнă чух «Урал сасси» редакцине çитсе хăвăра тивĕçнĕ парнене илсе кайма пултаратăр. Инçетре пурăнакансене ĕçлĕ çулçÿревре пулнă май, хамăр кĕртсе пама тăрăшăпăр.
Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8 (34786) 4-22-81; 8 (34786) 4-12-78.
Редакци.
Читайте нас