Пур хыпар та
Новости
29 Кӑрлач 2020, 14:43

«Вилĕмсĕр полк» акци

1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пирĕн асран нихăçан та тухас çук. Çакна пире ял-хуласенчи асăну палăкĕсем, илемлĕ литература хайлавĕсем, çемьери е музейри фронтовиксен сăн ÿкерчĕкĕсемпе вĕсен сарăхнă çырăвĕсем аса илтерсех тăраççĕ. Кăçал 1418 кунпа çĕр пынă хаяр вăрçă иртнĕренпе 75 çул çитет.

1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пирĕн асран нихăçан та тухас çук. Çакна пире ял-хуласенчи асăну палăкĕсем, илемлĕ литература хайлавĕсем, çемьери е музейри фронтовиксен сăн ÿкерчĕкĕсемпе вĕсен сарăхнă çырăвĕсем аса илтерсех тăраççĕ. Кăçал 1418 кунпа çĕр пынă хаяр вăрçă иртнĕренпе 75 çул çитет.
Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейне паллă тума хатĕрленнĕ май‚ Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене пĕр хутчен парăнакан тÿлевпе хавхалантарĕç - Раççейре пурăнакан кашни вăрçă ветеранĕ 75 пин тенкĕ илме тивĕçет‚ тыл ĕçченĕ 50 пин тенкĕ. Çак хыпара Раççей Президенчĕ Владимир Путин Петербург хулинче ветерансемпе тата обществăлла патриотизмлă пĕрлешÿсен представителĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра пĕлтернĕ. Çĕршыв пуçлăхĕ астутарнă тăрăх‚ юбилейлă Çĕнтерÿ çулĕсенче ветерансене 10 пин тенкĕлĕх‚ тыл ĕçченĕсене 5 пин тенкĕлĕх тÿлевсемпе тивĕçтернĕ.
Хаяр вăрçă çулĕсем витĕр иртнĕ хаклă ветерансен йышĕ çулсерен сахалланса пырать. Çавăнпа Раççей Президенчĕн В.Путинăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн‚ 2020 çул Раççейре Асăнупа мухтав çулталăкĕ пулĕ. Асăнупа мухтав çулталăкне тата халăх историйĕнчи чи хăрушă вăрçă кĕрлевĕ шăпланнăранпа 75 çул çитнине халалласа Раççей‚ республика‚ хула-район шайĕнче тĕрлĕ акцисем иртеççĕ. Вĕсене çамрăк ăрăва патриотизмлă воспитани парас тата пирĕн мăн асатте-асаннесен ячĕсемпе паттăрлăхне манăçа кăларас мар тĕллевпе йĕркелеççĕ.
Эпир те, редакци ĕçченĕсем, çак тĕллевсене тĕпе хурса Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине уявлама хатĕрленнĕ мероприятисем шайĕнче «Вилĕмсĕр полк» акци ирттеретпĕр. 2020 çул вĕçĕччен кашни номерте Тăван çĕршывăн аслă вăрçин участникĕн‚ çĕнтерÿпе киле таврăннисен е вăрçă хирĕнче пуçне хунисен‚ сăн ÿкерчĕкне пичетлесе кăларăпăр. Вулакансене фронтовик-çĕнтерÿсене асăнса «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнма йыхравлатпăр. Кăмăл тăвакансем çывăх çыннисен сăн ÿкерчĕксемпе кĕскен паллаштаракан текстсене uralsassi@mail.ru электронлă почтăпа е çак адреспа ярса пама пултараççĕ: 452000‚ Пелепей хули‚ Мало-Луговая урамĕ‚ 53 А çурт.
Редакци.
Читайте нас