Пушкăртстанра 2020 çулхи февраль уйăхĕн 20-мĕшĕнче «20.02.2020» шавлă туйсен «кĕрлевĕ» йышлă пулĕ.
ПР Юстици ĕçĕсен патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ паянхи кун тĕлне республикăри ЗАГС уйрăмĕсене пĕр çемьене чăмăртаннине регистрацилес текенсем 262 заявлени панă. Çак дата кĕçнерни кунпа тÿр килнине шута илмесĕр‚ 99 мăшăрланăва Ĕпхÿ хулинче алă пусса çирĕплетĕç.
Çакăн евĕр датăсене çамрăксем маларах суйласа илеççĕ. Вĕсем «илемлĕ датă» çемьен телейлĕ пурнăç никĕсĕ пуласса шанаççĕ. Унсăр пуçне асра та юлаççĕ. Анчах психологсем календарь датине мар‚ пĕр-пĕрин туйăмĕсене пысăк тимлĕх уйăрма канаш параççĕ. Мĕншĕн тесен телейлĕ те çирĕп çемье никĕсĕ вăл – пĕр-пĕрне юратни‚ ăнланни‚ хисеплени.
Сăмах май‚ ЗАГС уйрăмĕнче ĕçлекенсем çак кунхине кăна мар‚ çитес шăмат кун та «22.02.2020» мăшăрланакансене регистрацилеме хатĕррине палăртса хăвармалла.