Пур хыпар та
Новости
4 Нарӑсӑн 2020, 11:35

Радий Хабиров çÿп-çап пухакан площадкăсене йĕркелессине тĕрĕслеме хушнă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ял муниципалитечĕсенче коммуналлă хытă каяшсене пухмалли контейнерсен площадкине вырнаçтарас ĕç епле пынине тĕрĕслеме хушу панă.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ял муниципалитечĕсенче коммуналлă хытă каяшсене пухмалли контейнерсен площадкине вырнаçтарас ĕç епле пынине тĕрĕслеме хушу панă.
- Кашни районта тĕрлĕ лару-тăру, ытларах чухăнлăх хуçаланать. Çак ĕç валли бюджетран ятарласа укçа-тенкĕ уйăртăмăр. Чи лайăх, кăтартуллă площадкăна Мияки районĕнче пулнă чух куртăм. Унти каяш турттарассипе ĕçлекен предпринимательсем машинăсем валли пысăк хапха, çынсене кĕрсе çÿреме алăк тунă, - тенĕ Радий Хабиров Республика Правительствинче иртнĕ оперативлă канашлура.
Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Борис Беляев пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулта контейнерсем туянма тата вĕсене вырнаçтармалли лапамсем йĕркелеме республика хыснинчен 173,6 млн тенкĕ укçа уйăрнă. Кăçал та çавăн чухлех тăкаклама палăртнă. Кашни района 3,5-4,5 млн тенкĕ тивĕçĕ.
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Тĕрĕслев управленине контейнерсем туянассине тата вырăнсенче ĕçсене епле пурнăçланине тĕрĕслеме хушу панă.
Читайте нас