Февраль уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Вологодск облаçĕнчи Череповец хулинче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă. Çул çÿрев вăхăтĕнче химипе технологи колледжне çитсе курнă, çак вĕренÿ заведенийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Патшалăх пуçлăхĕ электромонтаж тата сварка ĕçĕсем тăвакан мастерскойсенче, электричество машинисен, техника эксплуатацийĕсен лабораторийĕсенче, электричествăпа электромеханика оборудованийĕсемпе тивĕçтерекен лабораторисенче пулнă. Çавăн пекех вăл «шкул – колледж – университет» вĕрентÿ модельне пурнăçа кĕртессипе çыхăннă информаципе паллашнă, экономикăпа социаллă сферăсем валли кадрсем хатĕрлессипе çыхăннă презентацие хутшăннă.