Новости
5 Февраля 2020, 07:05

Çĕнĕ спорткомплекс çывăх вăхăтра уçăлĕ

Ĕпхÿ хулинчи Калинин районĕнчи Инорс микрорайонта çĕнĕ бассейн строительстви вĕçленнĕ. Маларах пĕлтернĕ тăрăх‚ спорткомплекса февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçма палăртнă‚ анчах тĕрĕслев вăхăтĕнче Патшалăх çурт-йĕр надзорĕ бассейнра çитменлĕхсем тупнă.

Ĕпхÿ хулинчи Калинин районĕнчи Инорс микрорайонта çĕнĕ бассейн строительстви вĕçленнĕ. Маларах пĕлтернĕ тăрăх‚ спорткомплекса февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçма палăртнă‚ анчах тĕрĕслев вăхăтĕнче Патшалăх çурт-йĕр надзорĕ бассейнра çитменлĕхсем тупнă. Пĕтĕм тĕнчери сусăр çынсен ăмăртăвĕнче сакăр хутчен чемпион ята тивĕçнĕ Оксана Савченко ишевçĕ те çурт тăрринчен шыв юхнине асăрханă. Мĕншĕн тесен тимĕр листисене строительсем лайăх çирĕплетсе хуман пулнă. Паянхи кун вĕсем патшалăх надзорĕ çырса панă çитменлĕхсене тĕп тăвассипе ĕçлеççĕ. Строительство тата архитектура енĕсемпе ĕçлекен регионти патшалăх комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ кăçалхи çулăн февраль уйăхĕн 8-мĕшĕччен пур çитменлĕхсене пĕтермелле. Çакна та палăртса хăвармалла‚ бассейнра кирлĕ оборудованисене вырнаçтарнă‚ вĕсем техника тĕрĕслевне тивĕçлĕ иртнĕ. Бассейна февраль уйăхĕн вĕçĕнче уçма палăртаççĕ.
Астутарма‚ асăннă объекта 2017 çулта хăпартма тытăннă. Комплекс виçĕ хутлă çуртран тăрать. Пĕрремĕш хутĕнче бассейн залĕпе гардероб‚ вестибюльпе тухтăр кабинечĕ‚ администраци пÿлĕмĕпе тренировка ирттермелли кабинетсем‚ бассейнра ĕçлекенсен пÿлĕмĕ‚ салтăнмаллипе душ тата техника пÿлĕмĕсем‚ лаборатори вырнаçнă. Иккĕмĕш хутĕнче вара холл‚ 100 вырăнлăх трибуна тата фитнес центр йĕркеленĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас