Урал сасси
+17 °С
Дождь
Новости
5 Февраля 2020, 07:30

Январь уйăхĕнче 50 йĕкĕреш çуралнă

Пушкăртстанри граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пай (ЗАГС) 2020 çулхи январь уйăхĕнче 50 йĕкĕреш çуралнине çирĕплетнĕ.

Пушкăртстанри граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пай (ЗАГС) 2020 çулхи январь уйăхĕнче 50 йĕкĕреш çуралнине çирĕплетнĕ. Республикăри Юстици ĕçĕсен патшалăх комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ Алияпа Артур Садыков йĕкĕрешсем январь уйăхĕн 31-мĕшĕнче хăйсен пĕрремĕш документне илнĕ. Пепкесем Белорецк хулинче пурăнакан Русланпа Фания çемйинче январь уйăхĕн 23-мĕшĕнче çуралнă.
Кармаскалă районĕнчи граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пай ĕçченĕсем январь уйăхĕн вĕçĕнче Багдановсен çемйине йыш хушăннипе саламланă. Гульназпа Ильфак çемйинче Тимур ятлă ывăл ÿснĕ-ха‚ халĕ тата Артурпа Руслан ывăлсем хутшăннă.
Янаул хулинче Нургалиев йĕкĕрешсем çут тĕнчене килнĕ. Динара амăшĕпе Рамиль ашшĕ вĕсене Нурэл тата Байэл тĕлĕнтермĕш ятсем панă. Арçын ачасене килĕнче виçĕ аппăшĕ кĕтнĕ.
Читайте нас