Пур хыпар та
Новости
6 Нарӑсӑн 2020, 11:35

Пушкăртстанра 564 çухрăм ял çулĕсене юсĕç

Кăçал «Тăван урам» республика программипе килĕшÿллĕн 113 çухрăма яхăн ял урамĕсене юсĕç. ПР Транспорт енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн пуçлăхĕ Тимур Мухаметьянов пĕлтернĕ тăрăх‚ пĕтĕмĕшле ĕçсен тăкакĕ 900 млн тенкĕпе танлашать.

Кăçал «Тăван урам» республика программипе килĕшÿллĕн 113 çухрăма яхăн ял урамĕсене юсĕç. ПР Транспорт енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн пуçлăхĕ Тимур Мухаметьянов пĕлтернĕ тăрăх‚ пĕтĕмĕшле ĕçсен тăкакĕ 900 млн тенкĕпе танлашать.
Программăна 2024 çулччен пурнăçа кĕртĕç. Енчен те‚ ялсенчи тĕп урамсем тăрăх транзитлă транспорт иртет пулсан‚ вĕсенче асфальт сарĕç. Унсăр пуçне 1000 ытла çын пурăнакан ялсенчи урамсене те юсĕç.
2024 çул тĕлне регионта пĕтĕмĕшле 564 çухрăма яхăн урамри çулсене юсамалла.
- Иртнĕ çул 58 ялти çулсене йĕркене кĕртнĕ‚ 95 çухрăм асфальт сарнă. Ĕçсене палăртнинчен 10 процент ытла пурнăçланă. Вĕсен шутĕнче 86‚6 çухрăм вырăнти пĕлтерĕшлĕ тата 8‚5 çухрăм регионпа муниципалитетсем хушшинчи çулсене асфальт сарнă‚ – тесе пĕтĕмлетнĕ ведомство ертÿçи оперативлă канашлура.
2020 çулта палăртнă 113 çухрăм çулсенчен 70 çухрăмĕ вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем‚ 43-шĕ – регионти тата муниципалитетсем хушшинчисем.
Çавăн пекех Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров муниципалитетсене те «Тăван урам» республика программине хутшăнма хушнă.
- Эпир программăна пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăратпăр. Çул хĕрри вара - сирĕн çинчи яваплăх. Çынсем валли çул та‚ тротуар та пулмалла. «Тăван урам» программа вăл - асфальт сарнă çулсем кăна мар‚ пĕтĕмĕшле урама тирпей-илем кĕртни‚ – тесе çирĕплетнĕ регион пуçлăхĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас