Урал сасси
+17 °С
Ясно
Новости
6 Февраля 2020, 06:25

Раççей Президентне шантару хучĕсем панă

РИА «Новости» пĕлтернĕ тăрăх, Кремльте Раççей Президентне Владимир Путина шантару хучĕсем (верительные грамоты - дипломатăн ют çĕршыври тивĕçĕсене çирĕплетекен докуменчĕ) парассипе çыхăннă церемони иртнĕ. Асăннă мероприятие 23 ют çĕршыв элчи (посол) хутшăннă.

РИА «Новости» пĕлтернĕ тăрăх, Кремльте Раççей Президентне Владимир Путина шантару хучĕсем (верительные грамоты - дипломатăн ют çĕршыври тивĕçĕсене çирĕплетекен докуменчĕ) парассипе çыхăннă церемони иртнĕ. Асăннă мероприятие 23 ют çĕршыв элчи (посол) хутшăннă.
- Сирĕн умăрта анлă политика диалогне сарас, суту-илÿпе экономика çыхăнăвĕсене йĕркелес, культурăпа гуманитари сферинчи пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашас, çынсемпе хутшăну йĕркелес ыйтусем тăраççĕ, - тенĕ çĕршыв пуçлăхĕ мероприяти вăхăтĕнче.
Кремль пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, шантару хучĕсене В. Путина Австри, Германи, Сингапур, Камбоджи, Франци, Казахстан тата ытти çĕршывсен элчисем панă. Çавăн пекех церемоние Британин Мускаври çĕнĕ посолĕ Дебор Броннет тата АПШан çĕнĕ посолĕ Джон Салливан хутшăннă. Салливан посол тивĕçĕсене пурнăçланă Джон Хантсмана улăштарнă. Джон Хантсман АПШан Раççейри элчин должноçне 2019 çулхи октябрь уйăхĕнче пурнăçлама пăрахнă. Хальхи вăхăтра вăл хăй кандидатурине Юта штат губернаторĕ пулма тăратнă. Мускава киличчен Джон Салливан АПШан патшалăх секретарĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.
Америкăн çĕнĕ элчи Мускава январь уйăхĕн 16-мĕшĕнче килсе çитнĕ. АПШан Патшалăх секретарĕ Джон Салливана Раççее декабрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче тупа тума илсе килнĕ. Д.Салливан икĕ çĕршыв хушшинчи çыхăнусене çирĕплетесси пирки сăмах хускатнă. Январь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Раççейри ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕн çумĕ Сергей Рябков унпа тĕл пулнă. Америка дипломачĕ ăна ĕнентерÿ хучĕ панă.
Читайте нас