Пур хыпар та
Новости
7 Нарӑсӑн 2020, 11:35

Онкодиспансер валли çĕнĕ оборудовани туянма май тупнă

Коммуналлă каяшсем пуçтарса Ĕпхÿ хулинче онкологипе чирлисем валли оборудовани туяннă. Республикăра пурăнакансем çулталăк тăршшĕпе 85 пин пластик хупкăч пуçтарнă. Ун виçи икĕ тонна яхăн тайнă‚ тупăш 12 пин тенкĕпе танлашнă. Çак укçа-тенкĕпе онкодиспансер валли ултă таянса утмалли хатĕр (ходунки) туяннă.

Коммуналлă каяшсем пуçтарса Ĕпхÿ хулинче онкологипе чирлисем валли оборудовани туяннă. Республикăра пурăнакансем çулталăк тăршшĕпе 85 пин пластик хупкăч пуçтарнă. Ун виçи икĕ тонна яхăн тайнă‚ тупăш 12 пин тенкĕпе танлашнă. Çак укçа-тенкĕпе онкодиспансер валли ултă таянса утмалли хатĕр (ходунки) туяннă.
Пушкăртстанри «Хупкăчсем пулăшма васкаççĕ» («Крышечки спешат на помощь») проект темиçе ыйтăва татса парать: çынсене экологи ыйтăвĕсене асра тытма хистет‚ йăваланса выртакан пластикпа ĕçре усă курма тата йывăр чирлисене пулăшма май парать. Асăннă акцие Ĕпхÿ‚ Çтерлĕ‚ Салават‚ Ишимбай‚ Белорецк‚ Элшей тата ытти районсенчи вĕрентÿ учрежденийĕсем хутшăннă. Пластик хупкăчсене пуçтармалли 202 пункта офиссенче‚ библиотекăсенче‚ «Байрам» магазин сетĕнче‚ шкулсемпе аслă вĕрентÿ заведенийĕсенче тата ача сачĕсенче йĕркеленĕ. Вĕсене ирĕлтерсе лейка‚ кĕрепле‚ кĕреçе‚ тĕрлĕ савăт-сапа тăваççĕ.
Республикăри онкодиспансер клиникин заведующийĕ Любовь Кудряшова сăмахĕсем тăрăх‚ ходунки чирлисене хăй тĕллĕн пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçма май парать.
«Хупкăчсем пулăшма васкаççĕ» проект ертÿçи Елена Воробьева пĕлтернĕ тăрăх, тепĕр пулăшăва аталанура çитменлĕх пур ачасем тивĕçĕç. Акцие хутшăнма кашниех пултарать. Пластик хупкăчсене «Байрам» магазинсенче‚ библиотекăсенче‚ шкулсемпе ача сачĕсенче йышăнаççĕ. Хупкăчсене пухмалли пунктсен списокне социаллă сетьри «Хупкăчсем пулăшма васкаççĕ» ушкăнра тупма пулать. Минераллă шыв‚ сĕт‚ улма-çырла сĕткенĕ‚ косметика‚ çумалли-тасатмалли хими савăчĕсен хупкăчĕсем юраççĕ. Чи кирли кунта - хупкăч таса пулни.
Çак чĕр таварăн хакĕ ыттисемпе танлаштарсан пысăкрах. Сăмахран‚ пластик хупкăчăн пĕр килограмĕ 15 тенкĕ‚ кивĕ хутăн (макулатура) пĕр килограмĕ 4 тенкĕ‚ кĕленчен 1 килограмĕ 2 тенкĕ тăрать.
Читайте нас