Пур хыпар та
Новости
8 Нарӑсӑн 2020, 20:10

Ĕпхÿре тăлăх ачасем йышлă

Ĕпхÿ хулинчи опекăпа попечительство управленин ертÿçи Татьяна Квасникова пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулта тĕп хулара 474 тăлăх ача çемьесенче хăйсен ашшĕ-амăшĕсене тупнă.

Ĕпхÿ хулинчи опекăпа попечительство управленин ертÿçи Татьяна Квасникова пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулта тĕп хулара 474 тăлăх ача çемьесенче хăйсен ашшĕ-амăшĕсене тупнă.
Вĕсенчен 128 ачана усрав çемьесене вырнаçтарнă. Çавăн пекех 303-не опекăна тата 43- не усрава илнĕ (усыновили). Хальхи вăхăтра тăлăх ачасен организацийĕсенче тата халăха социллă пулăшу паракан учрежденисенче 166 ача пурăнать. Тăван çемьесене тавăрса панă тĕслĕхсем те пур. Вĕсем шучĕ 116 çитет.
Читайте нас