Новости
10 Нарӑсӑн 2020, 08:35

Уйрăлаççĕ пулсан та ачисене çурт-йĕрпе тивĕçтермеллех

Раççей Президенчĕ Владимир Путин уйрăлакан мăшăрсем хăйсен ачисене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли çинчен калакан саккуна алă пусса çирĕплетнĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин уйрăлакан мăшăрсем хăйсен ачисене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли çинчен калакан саккуна алă пусса çирĕплетнĕ. Февраль уйăхĕн 6-мĕшĕнче право информацийĕн официаллă интернет-порталĕнче пичетленнĕ документ тăрăх, уйрăм пурăнакан ашшĕ е амăшĕ ачин çÿрт-йĕрпе çыхăннă тăкакĕсене тÿлесе тăмалла. Енчен те вĕсем хирĕç пулсассăн, суд çак тивĕçе пурнăçлама вăйпа явап тыттарма пултарать.
Апла пулсан, улшăнусене Çемье кодексĕн 86-мĕш статйине кĕртĕç. Маларах суд ĕçченĕсем ашшĕ е амăшĕ ачишĕн алимент тÿлемен, вĕсене сиплеме тата сыватма (реабилитаци) укçа паман чухне çеç усă курнă.
Читайте нас