Дуван районĕнчи Мясегутово ялĕнчи çамрăксем пĕр каç хушшинче монастырьти чиркĕве тата ял хуçалăх предприятине çаратнă. Пакунлисем 2003 тата 1993 çулта çуралнă вырăнти икĕ çынна, маларах судпа айăпланăскерсене, тытса чарнă.
Малтанхи верси тăрăх икĕ каччă йÿçĕ шĕвеке шăл айне хунă хыççăн вăрлас шутпах Мясегутовăна çул тытнă. Пĕрле пăта кăлармали инструмент илсе таксипе район центрне çитнĕ. Малтанах усал шухăшпа çула тухнăскерсем чиркÿ алăкĕ çинчи çăраççине çĕмĕрсе Ильински арсынсен монастырьне кĕнĕ, унтан ювелир япаласем вăрласа тухнă. Ахăртнех çакă çителĕксĕр пулнă. Ун хыççăн вырăнти пĕр ял хуçалăх предприятин офисне çитнĕ. Вĕсен телейне сейф уççи те курăнмалли вырăнта выртнă. Вăрă-хурахсем унпа усă курса 400 пин тенкĕ йăтса тухнă. Пуйнă икĕ каччă такси тытса Ĕпхĕве çул тытнă. Унта вĕсем хваттер тара илнĕ. Вăрланă укçа-тенке хăйсене кирлĕ пек тăкакланă, тĕрле мобильлĕ хатĕрсем туяннă.
Çак криминаллă пулăмсем пирки икĕ уголовлă ĕç пуçарнă. 1993 çулта çуралнă каччăна хальхи вăхăтра тытса хупнă, теприне аякка тухса çÿремелле маррине асăрхаттарса алă пустарнă. Тытса чарнă вăрăсенчен ылтăн япаласен пĕр пайне каялла тавăрнă.