Пушкăртстан Правительстви харпăр хăй предпринимательсене республика бюджетĕнчен декрет отпускĕнчи хĕрарăмсене çĕнĕ ĕçе вĕрентме‚ квалификацине ÿстерме субсиди уйăрмалли йĕркене çирĕплетнĕ.
Республика Правительствин президиум ларăвĕнче Ленара Иванова вице-премьер 2020 çулта виçĕ çул тултарман ачасемпе декрет отпускĕнче ларакан 1257 хĕрарăма çĕнĕрен вĕрентме палăртнине пĕлтернĕ. Çак хисеп иртнĕ çулхипе танлаштарсан 2‚5 хут нумайрах.
Асăннă ÿсĕм патне регионти тата федераллă бюджетран укçа-тенкĕ уйăрнипе çитме пултарнă. Декрет отпускĕнчи хĕрарăмсене çĕнĕрен вĕрентме республикăпа федераллă бюджетран 75‚8 млн тенкĕ уйăрĕç. Вĕсенчен 72‚6 миллионĕ – федераллă бюджетран. 2019 çулта çак ĕçе регион бюджетĕнчен 3‚8 млн тенкĕ (планпа 3‚2 млн тенкĕ палăртнă пулнă) тăкакланă.
- Хĕрарăмăн планĕсене пурнăçа кĕртме майсем пулмалла‚ – шутлать Ленара Иванова. – Çĕнĕ ĕçе вĕренни‚ квалификацине ÿстерни декрет отпускĕнчи хĕрарăма ĕç йĕркине хăнăхма пулăшĕ. Аннесене ĕç рынокĕнче шанчăк пама лайăх резерв пур.
Виçĕ çула çитиччен ачасемпе отпускра ларакан хĕрарăмсене çĕнĕрен вĕрентесси регионти çынсене ĕçпе тивĕçтерес тата Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă «Демографи» наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрет.