Пушкăртстанри Ĕç министерстви февраль уйăхĕнче миçе канмалли кун пуласси çинчен ăнлантарса панă.
2020 çулта уяв кунĕ - февраль уйăхĕн 23-мĕшĕ - вырсарни кунпа тÿр килет. РФ Ĕç кодексĕн 120-мĕш статйипе килĕшÿллĕн‚ уяв кунĕпе канмалли кун пĕр килсен‚ кану кунне уяв хыççăнхи ĕç кунне куçараççĕ. Апла пулсан‚ вырсарни кунпа пĕр килекен февраль уйăхĕн 23-мĕшне тунти куна - февраль уйăхĕн 24-мĕшне – куçарĕç. Эрне кун февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнче ĕç кунĕ кĕскелмест.
Февраль уйăхĕнче канмалли кунсем 22‚ 23, 24-мĕшĕсем шутланаççĕ.
- Кашни çулхи тĕп тата хушма тÿлевлĕ отпуск вăхăтне февралĕн 23-мĕшĕ лекет пулсан‚ отпуск вăхăчĕ пĕр куна ытларах тăсăлать‚ – тесе ăнлантарса панă ПР Çемье‚ ĕç тата çынсене социаллă хÿтлĕх паракан министерствăн пресс-службинче.